Тухни 3
3
1Моисей Иофорӑн — хӑй хунӗн, Мадиан священникӗн — сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ. Пӗррехинче вӑл кӗтӗве аякка пушхире хӑваласа кайнӑ та Турӑ тӑвӗ патне, Хорив патне, пырса ҫитнӗ. 2Йӗплӗ хӑва тӗмӗ варринчен, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен, ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ. Моисей ҫакна курнӑ: йӗплӗ хӑва тӗмӗ ҫулӑмпах ҫунса тӑрать, ҫапах та ҫунса пӗтмест. 3Моисей: каям та ҫакӑ аслӑ хӑвата курам, мӗншӗн-ха ку тӗм ҫунса пӗтмест? тенӗ. 4Вӑл пӑхма пынине Ҫӳлхуҫа курнӑ, вара Турӑ ӑна тӗм варринчен чӗнсе каланӑ: Моисей! Моисей! тенӗ. Моисей: [эй Ҫӳлхуҫамӑм,] эпӗ кунтах! тенӗ. 5Турӑ каланӑ: ҫывӑха ан кил; уру сыррине салтса пӑрах, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн сӑваплӑ ҫӗр, тенӗ. 6[Ӑна] тата каланӑ: Эпӗ сан аҫунӑн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ. Моисей хӑйӗн питне хупланӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫине пӑхма хӑранӑ.
7Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп. 9Акӑ Израиль ывӑлӗсем макӑрни Ман патӑма ҫитрӗ ӗнтӗ, Эпӗ Египет ҫыннисем вӗсене пусмӑрлакан пусмӑра куратӑп. 10Эппин, кай: Эпӗ сана фараон [Египет патши] патне яратӑп; Манӑн халӑхӑма, Израиль ывӑлӗсене, Египетран илсе тух, тенӗ. 11Моисей Турра каланӑ: фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ? тенӗ. 12[Турӑ] ӑна каланӑ: Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, акӑ сана Эпӗ янине пӗлтерекен паллӑ: эсӗ [Манӑн] халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, эсир ҫак ту ҫинче Турӑшӑн тумалли ӗҫе тӑвӑр, тенӗ.
13Моисей Турра каланӑ: акӑ эпӗ Израиль ывӑлӗсем патне пырӑп та вӗсене: сирӗн аҫӑрсенӗн Турри мана сирӗн пата ячӗ, тейӗп. Вӗсем мана: Вӑл мӗн ятлӑ? тейӗҫ. Манӑн вӗсене мӗн калас? тенӗ. 14Турӑ Моисее каланӑ: Эпӗ Ӗмӗрех Пурри, тенӗ. Тата каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ӗмӗрех Пурри мана сирӗн патӑра ячӗ тесе кала, тенӗ. 15Турӑ Моисее татах каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [Яхве], аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ. Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр. 16Кай, Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисене пуҫтар та вӗсене кала: мана Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак [Турри] тата Иаков [Турри] — курӑнчӗ, Вӑл: Эпӗ сирӗн патӑра пытӑм та сире Египетра мӗн кӑтартнине куртӑм тесе каларӗ, те, тенӗ. 17Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп. 18Вӗсем санӑн сӑмахна итлӗҫ, вара эсӗ тата Израилӗн аслӑ ҫыннисем Египет патши [фараон] патне кайӑр та ӑна калӑр: пире Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, чӗнчӗ; ҫавӑнпа хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра парне кӳмешкӗн эсӗ пире пушхире виҫӗ кун каймалӑх ҫула яр, тейӗр. 19Анчах Эпӗ пӗлетӗп: Египет патши [фараон], хӑйне хӑватлӑ алӑпа хистемесессӗн, сире кайма ирӗк памӗ; 20вара Хамӑн аллӑма тӑсӑп та Египета, унӑн ҫӗрӗнче Хамӑн пӗтӗм хӑватӑма кӑтартса, ҫӗмӗрсе тӑкӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кӑларса ярӗ. 21Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр: 22кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Тухни 3: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.