Тухни 1
1
1Иаковпа [хӑйсен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗпе пӗрле Египета пырса кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ: 2Рувим, Симеон, Левий тата Иуда, 3Иссахар, Завулон тата Вениамин, 4Дан тата Неффалим, Гад тата Асир. 5Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чухне Египетра пулнӑ ӗнтӗ. 6Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗмпе вилсе пӗтнӗ; 7Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑланса, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗсемпе тулса ҫитнӗ.
8Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ. 11Ӗнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хавшатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пулать] — лартса панӑ. 12Анчах халӑх хӑйне хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пынӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ. 13Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
15Египет патши еврей арӑмӗсен эпи карчӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ, 16[вӗсене] ҫапла каланӑ: эсир еврей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пулсассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ. 17Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачасене чӗрӗ хӑварнӑ. 18Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑваратӑр? тенӗ. 19Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫуратаҫҫӗ, тенӗ. 20Ҫакӑншӑн Турӑ эпи карчӑксене ырӑлӑх кӑтартса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ. 21Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.
22Вара фараон хӑйӗн пӗтӗм халӑхне ҫапла хытарса каланӑ: [еврейсен] ҫуралакан ывӑлӗсене пурне те шыва пӑрахӑр, хӗрӗсене пурне те чӗрӗ хӑварӑр, тенӗ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Тухни 1: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.