Лука ҫырнӑ Евангели 23

23
1Унтан вара вӗсем пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ; 2вӗсем Ӑна ҫапла каласа айӑпла пуҫланӑ: эпир пӗлетпӗр: Вӑл пирӗн халӑха пӑсса ҫӳрет, Хӑйне Христос Патша тесе, кесаре куланай пама хушмасть, тенӗ. 3Пилат Иисусран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ. 4Пилат аслӑ священниксемпе халӑха каланӑ: эпӗ Ку Ҫынра нимӗнле айӑп та тупаймастӑп, тенӗ. 5Анчах та лешӗсем ҫине тӑрсах каланӑ: Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Галилейӑран пуҫласа кунта ҫитичченех халӑха пӑлхатать, тенӗ. 6Галилея тенине илтсен Пилат: Вӑл Галилея ҫынни-им? тесе ыйтнӑ. 7Вӑл Ирод тытса тӑракан ҫӗршыври ҫын иккенне пӗлсен, Пилат Ӑна Ирод патне янӑ; лешӗ ҫав кунсенче шӑпах Иерусалимра пулнӑ. 8Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ, 9вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан. 10Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Ӑна питӗ хытӑ айӑпласа тӑнӑ. 11Ирод хӑйӗн салтакӗсемпе Ӑна хурласа, мӑшкӑлласа пӗтернӗ те, ҫутӑ тумтир тӑхӑнтартса, каялла Пилат патне янӑ. 12Ҫав кун вара Пилатпа Ирод иккӗшӗ туслашнӑ, унччен вӗсем пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑнӑ. 13Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14каланӑ вӗсене: эсир Ку Ҫынна ман патӑма халӑха пӑтратакан тесе илсе килтӗр; акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; 15Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ; 16эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ. 17Унӑн, йӑла тӑрӑх, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне уяв ячӗпе ирӗке кӑлармалла пулнӑ. 18Анчах пӗтӗм халӑх: Иисуса вӗлерттер! пире Вараввӑна кӑларса пар! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 19Варавва вӑл хулари халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскер пулнӑ. 20Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, тепӗр хут та калаҫнӑ. 21Анчах та халӑх: пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрнӑ. 22Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? эпӗ Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ. 23Анчах та лешӗсем ҫаплах хытӑ кӑшкӑрса Ӑна пӑталаттарма ыйтса тӑнӑ; ӗнтӗ халӑхпа аслӑ священниксем кӑшкӑрни ҫӗнтернӗ. 24Пилат вара вӗсем ыйтнӑ пек тума пулнӑ: 25халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере вӗсем ыйтнипе кӑларса янӑ; Иисуса вӗсен аллине панӑ.
26Ӑна илсе кайнӑ чухне хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона — ярса тытнӑ та, ӑна хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ. 27Иисус хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, хӗрарӑмсем Уншӑн хурланса йӗрсе пынӑ. 28Иисус вӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: эй Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ. 30Ҫавӑн чухне тусене кала пуҫлӗҫ: «пирӗн ҫине ӳкӗр!» тейӗҫ; сӑртсене те: «пире хупласа хурӑр!» тейӗҫ. 31Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ? тенӗ.
32Унпа пӗрле тата икӗ усал ҫынна вӗлерме илсе пынӑ. 33«Пуҫ тӳпи» теекен вырӑна ҫитсессӗн Иисуса та, усал ҫынсене те хӗрес ҫумне пӑталанӑ: пӗрне Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне пӑталанӑ. 34Иисус каланӑ: эй Аттем! каҫар вӗсене: вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 35Халӑх пӑхса тӑнӑ. Халӑхпа пӗрле пуҫлӑхсем те мӑшкӑлласа кулса каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Вӑл Туррӑн суйласа илнӗ Христосӗ пулсан, ан тив, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр! тенӗ. 36Ҫавӑн пекех салтаксем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ, Ӑна сӗрхе парса каланӑ: 37Эсӗ Иудея Патши пулсан Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ, тенӗ. 38Унӑн пуҫӗ тӗлне грекла, римла тата еврейла «Ҫакӑ — Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. 39Хӗрес ҫумне пӑталаса ҫакнӑ усал ҫынсенчен пӗри Ӑна мӑшкӑлласа каланӑ: Эсӗ Христос пулсан Хӑвна та, пире те ҫӑл, тенӗ. 40Тепӗри тата мӑшкӑллама мар, ӑна чарса каланӑ: эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и? хӑвна та вӗлерме сут тунӑ-ҫке. 41Пире тӳррипе айӑпланӑ: эпир хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн тивӗҫлине куратпӑр; Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ. 42Унтан вӑл Иисуса: эй Ҫӳлхуҫа! Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана, тенӗ. 43Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: паянах Манпа пӗрле райра пулӑн, тенӗ.
44Кӑнтӑрла улттӑмӗш сехет тӗлнелле пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, тӑххӑрмӗш сехете ҫитичченех ҫапла тӑнӑ: 45хӗвел тӗттӗмленнӗ, Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ. 46Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп, тенӗ. Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 47Ҫавӑнта мӗн пулнине курнӑ ҫӗрпӳ Турра мухтаса каланӑ: Ку чӑнах та сӑваплӑ Ҫын пулнӑ иккен, тенӗ. 48Ҫавна курма пуҫтарӑннӑ халӑх, унта мӗн пулса иртнине курсан, пурте кӑкӑрне ҫапа-ҫапа таврӑннӑ. 49Иисуса пӗлекенсем пурте тата Ун хыҫҫӑн Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.
50Ҫавӑн чухне Иосиф ятлӑ пӗр тӳрӗ те ырӑ ҫын — канашра лараканскер, 51анчах ун чухне ҫав канаш ӗҫне хутшӑнманскер, Иудейӑри Аримафея ҫынни, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — 52Пилат патне пырса Иисус Ӳтне ыйтнӑ; 53вара Ӑна хӗрес ҫинчен антарса таса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ, унччен никама та пытарман тупӑклӑха хунӑ. 54Ун чухне эрнекун пулнӑ, шӑматкун ҫитсе пынӑ. 55Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ; 56унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ; шӑматкун вара, саккун тӑрӑх, вӗсемшӗн канӑҫ кунӗ пулнӑ.

Выделить

Поделиться

Копировать

None

Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь