Пултарни 28:20-22
Пултарни 28:20-22 CHB
Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.

