YouVersion လိုဂို
ရွာရန္ အိုင္ကြန္

Пултарни 24

24
1Авраам ватӑ пулнӑ ӗнтӗ, вӑл нумай ҫула ҫитнӗ. Ҫӳлхуҫа Авраама пур тӗлӗшрен те пилленӗ. 2Авраам хӑйӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та 3мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн; 4эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫавӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ. 5Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тухса килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ. 6Авраам ӑна каланӑ: сыхлан, манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай; 7мана аттем ҫуртӗнчен, хам ҫуралнӑ ҫӗртен илсе килнӗ Ҫӳлхуҫамӑр — тӳпе Турри [тата ҫӗр Турри] — мана каларӗ, Вӑл мана тупа туса каларӗ: ҫак ҫӗре [сана тата] санӑн йӑхна парӑп, терӗ. Вӑл сан умӑнтан Хӑйӗн Ангелне ярӗ, эсӗ манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли ҫавӑнтан арӑм илӗн; 8хӗрарӑмӗ [ҫак ҫӗре] санпа пӗрле килесшӗн мар пулсассӑн, эсӗ ҫак эпӗ тупа тутарса каланӑ сӑмахран хӑтӑлӑн; анчах манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай, тенӗ. 9Чура вара аллине Авраамӑн, хӑйӗн хуҫин, пӗҫҫийӗ ҫине хунӑ та ҫапла тумашкӑн ун умӗнче тупа тунӑ.
10Чури хӑй хуҫин тӗвисенчен вунӑ тӗве илнӗ те кайнӑ. Унӑн аллинче тата хӑй хуҫин тӗрлӗ пурлӑхӗ пулнӑ. Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ. Эсӗ Хӑвӑн Исаак чуру валли суйласа хунӑ хӗр ҫавӑ пулӗ вара; Эсӗ манӑн хуҫама [Авраама] ырӑлӑх тунине эпӗ ҫакӑнтан пӗлӗп, тенӗ.
15Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ. Вӑл пусӑ патне аннӑ та, кӑкшӑмне тултарса, ҫӳлелле улӑхнӑ. 17Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ. 18Хӗрӗ: ӗҫех, ырӑ ҫыннӑм, тенӗ. Ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарса ӑна шыв ӗҫтернӗ. 19Ӑна ӗҫтерсе тӑрантарсассӑн каланӑ: эпӗ санӑн тӗвӳсем валли те шыв ӑсса [пурте] ӗҫсе тӑраничченех шӑварӑп, тенӗ. 20Вара ҫавӑнтах хӑй кӑкшӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ. 21Ҫак ҫын ун ҫине пӗр чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн ҫулне Ҫӳлхуҫа пилленипе пиллеменнине ӑнкарасшӑн пулнӑ. 22Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23[вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ. 24Хӗр ӑна каланӑ: эпӗ Вафуил хӗрӗ, Милка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ, тенӗ. 25Ӑна татах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ. 26Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та 27каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ! Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗ ҫулпа хуҫам тӑванӗн ҫурчӗ патнех илсе килчӗ, тенӗ.
28Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа кӑтартнӑ. 29Ревеккӑн Лаван ятлӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Лаван ҫав ҫын патне, ҫӑл патне, чупса кайнӑ. 30Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ. 32Ҫынни кӗнӗ. Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ. Ӑна вара: кала, тенӗ.
34Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ. 39Эпӗ хамӑн хуҫама каларӑм: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле пырасшӑн пулмӗ, терӗм. 40Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗрле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем килӗнчен, илӗн; 41манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.
42Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те каларӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44«хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
45Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм, акӑ Ревекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсса илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм. 46Вӑл ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен илчӗ те: ӗҫех, эпӗ санӑн тӗвӳсене те шӑварӑп, терӗ. Эпӗ ӗҫрӗм, вӑл [манӑн] тӗвесене те шӑварчӗ. 47Эпӗ унран ыйтса: [кала-ха мана,] эсӗ кам хӗрӗ? терӗм. Вӑл: Милка Нахора ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ, терӗ. Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм. 48Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ. 49Халӗ калӑр ӗнтӗ мана: сирӗн манӑн хуҫама ырӑлӑх кӑтартма, кирлине тума кӑмӑлӑр пур-и, ҫук-и? каласамӑр мана, вара эпӗ е сылтӑмалла, е сулахаялла каям, тенӗ.
50Лаванпа Вафуил ӑна хуравласа каланӑ: ку ӗҫ Ҫӳлхуҫа Турӑран килнӗ; эпир сана хирӗҫ усал та, ырӑ та калаймастпӑр; 51акӑ Ревекка сан умӑнта; ил те кай [ӑна]; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӑл санӑн хуҫу ывӑлӗн арӑмӗ пултӑр, тенӗ.
52Авраам чури, вӗсен сӑмахне илтсессӗн, ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ. 53Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтирсем кӑларса Ревеккӑна панӑ; ҫавӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ. 54Вӑл та, унпа пӗрле пынӑ ҫынсем те ҫинӗ, ӗҫнӗ, ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫам патне [каям], тенӗ. 55Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ. 56Вӑл вӗсене каланӑ: чарса ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ. 57Вӗсем: хӗре чӗнсе кӗртер те унран ыйтар, вӑл мӗн калӗ, тенӗ. 58Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ. Вӑл: кайӑп, тенӗ. 59Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ. 60Ревеккӑна пиллесе каланӑ: эй йӑмӑкӑмӑр! санран пин хутчен пин ҫын ҫуралтӑр, санӑн тӑхӑму хӑйӗн тӑшманӗсен ҫуртне-йӗрне ярса илтӗр! тенӗ. 61Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӑнӑ та тӗвесем ҫине ларса ҫав ҫын хыҫҫӑн кайнӑ. Чура ҫапла Ревеккӑна илсе кайнӑ.
62Исаак вара Беэр-лахай-роирен таврӑннӑ пулнӑ — вӑл ун чухне кӑнтӑр енчи ҫӗрте пурӑннӑ. 63Каҫ пулас умӗн Исаак хире шухӑшламашкӑн тухнӑ, вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ тӗвесем килеҫҫӗ. 64Ревекка пӑхнӑ та, Исаака курса, тӗве ҫинчен аннӑ. 65Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ. Чура: манӑн хуҫам вӑл, тенӗ. Ревекка вара пӗркенчӗк илсе пӗркеннӗ. 66Хӑй мӗн тунине чура пурне те Исаака каласа панӑ. 67Исаак Ревеккӑна хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне илсе кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.

လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု

Пултарни 24: CHB

အေရာင္မွတ္ခ်က္

မၽွေဝရန္

ကူးယူ

None

မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ