Пултарни 23
23
1Сарра ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫул пурӑннӑ: Сарра пурӑннӑ кунҫул ҫакӑ; 2Сарра Ханаан ҫӗрӗнче, [айлӑм ҫӗрти] Кириаф-Арба текен вырӑнта, вилнӗ, халӗ ӑна Хеврон теҫҫӗ. Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ. 3Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗнчен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме куҫӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗрте тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ. 5Хет ывӑлӗсем Авраама хуравласа каланӑ: 6эй хуҫамӑр, пире итле-ха; эсӗ пирӗн хушшӑмӑрта Турӑ лартнӑ пуҫлӑх; вилнӗ арӑмна пирӗн виле пытаракан ҫӗрти чи лайӑх вырӑна пытар; санӑн вилнӗ арӑмна [унта] пытармашкӑн пирӗнтен никам та сана пытармалли вырӑн парас мар темӗ, тенӗ. 7Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗре ҫити тайӑлнӑ; 8[Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗшетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефронран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пытармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ. 10Ефронӗ вара Хет ывӑлӗсем хушшинче ларнӑ; хет ҫынни Ефрон хӑйӗн хули хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсем илтмелле Авраама хуравласа каланӑ: 11ҫук, хуҫамӑм, итле-ха мана: эпӗ сана хирне те, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне те паратӑп, хамӑн халӑхӑн ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче ӑна сана парнелетӗп, вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ. 12Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та 13ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Ефрона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ. 14Ефрон, Авраама хуравласа, ӑна каланӑ: 15эй хуҫамӑм! итле-ха мана: ҫак ҫӗр тӑватҫӗр сикль кӗмӗл хакне тӑрать; манпа саншӑн мӗн вӑл? вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ. 16Авраам Ефрон сӑмахӗпе килӗшнӗ; унтан Авраам Ефрона, лешӗ Хет ывӑлӗсем илтмеллех мӗн чухлӗ ыйтнӑ, ҫавӑн чухлӗ — суту-илӳ тӑвакансем хушшинче ҫӳрекен кӗмӗл виҫипе тӑватҫӗр сикль — виҫсе панӑ.
17Ҫапла Ефрон хирӗ — Махпела патӗнчи, Мамре тӗлӗнчи хир — хирти сӑрт хӑвӑлӗ, хирти тата ун таврашӗнчи пӗтӗм йывӑҫ та 18хула хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче Авраам ҫӗрӗ пулса тӑнӑ. 19Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраам Саррӑна, хӑйӗн арӑмне, Махпелӑри Мамре тӗлӗнчи хире, ҫавӑнти сӑрт хӑвӑлне, пытарнӑ, халӗ вӑл Ханаан ҫӗрӗнчи Хеврон пулать. 20Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ.
လက္ရွိေရြးခ်ယ္ထားမွု
Пултарни 23: CHB
အေရာင္မွတ္ခ်က္
မၽွေဝရန္
ကူးယူ
မိမိစက္ကိရိယာအားလုံးတြင္ မိမိအေရာင္ခ်ယ္ေသာအရာမ်ားကို သိမ္းဆည္းထားလိုပါသလား။ စာရင္းသြင္းပါ (သို႔) အေကာင့္ဝင္လိုက္ပါ
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.