Пултарни 37
37
1Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пурӑннӑ. 2Иаковӑн пурӑнӑҫӗ ҫакӑ. Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑпа Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ. Пиччӗшӗсем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ. 3Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ. 4Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.
5Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ. 6Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха: 7акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ. 8Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫлӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ. Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах курайми пулса ҫитнӗ. 9Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ. 10Ҫавна вӑл ашшӗпе пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ. 11Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ.
12Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сихема кайнӑ. 13Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ. Иосиф ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ. 14[Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ. Вара ӑна Хеврон айлӑмӗнчен ӑсатса янӑ; вӑл Сихема ҫитнӗ. 15Ӑна пӗри хирте аташса ҫӳренине курнӑ та, ҫав ҫын унран ыйтнӑ: эсӗ мӗн шыратӑн? тенӗ. 16Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗтӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ. 17Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ. Иосиф вара хӑйӗн пиччӗшӗсем хыҫҫӑн кайнӑ та вӗсене Дофанра тупнӑ. 18Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ. 19Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет; 20тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ. 21Рувим ҫакна илтнӗ те: вӗлерер мар ӑна, тенӗ; ҫапла ӑна вӗсен аллинчен хӑтарнӑ. 22Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ. 23Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне, сӳсе илнӗ те 24хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман.
25Вӗсем апат ҫиме ларнӑ; ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ вӗҫрен-вӗҫ тӗве килет: Галаадран Измаил ҫыннисем килеҫҫӗ, тӗвисем ҫине стиракса, бальзам тата латӑн тиенӗ — вӗсем ҫавна Египета леҫме каяҫҫӗ. 26Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юнне пытарса пире мӗн усси? 27Каяр та ӑна Измаил ҫыннисене сутар, аллӑмӑрсем ун ҫинче ан пулччӑр: вӑл пирӗн тӑван, пирӗн ӳт, тенӗ. Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ, 28Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.
29Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук. Вӑл хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ та 30тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнтӗ манӑн, манӑн ӑҫта кайса кӗрес? тенӗ. 31Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ. 33Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тумтирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ. 34Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ. 35Ӑна йӑпатма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑннӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ. Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ. 36Иосифа вара Египетра мадиансем Потифара — фараон таврашӗнчи ҫынна, фараон сыхлавҫисен пуҫлӑхне — сутса янӑ.
Actualmente seleccionado:
Пултарни 37: CHB
Destacar
Copiar
Comparar
Compartir
¿Quieres guardar tus resaltados en todos tus dispositivos? Regístrate o Inicia sesión
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.