Logo de YouVersion
Ícono Búsqueda

Пултарни 35

35
1Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефиле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна курӑннӑ Турӑ валли унта парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ. 2Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп. 4Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ. [Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]
5Вара вӗсем [Сихемран] тапранса кайнӑ. Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан. 6Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ. 8Ҫавӑн чухне Девора, Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗскер, вилнӗ, ӑна Вефильрен анатарах, юман айне, пытарнӑ, Иаков ӑна хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ.
9Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иакова [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ. Ӑна вара Израиль тесе ят хунӑ. 11Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; 12Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ. 13Вара Турӑ ун патӗнчен, унпа калаҫнӑ вырӑнтан, ҫӗкленсе кайнӑ. 14Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.
16Вара Вефильрен тухса кайнӑ. [Вӑл хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.] Ефрафӑна ҫитмешкӗн тата пӗр хушӑ юлсассӑн, Рахиль ача ҫуратнӑ, вӑл асаппа ҫуратнӑ. 17Вӑл ача ҫуратса асапланнӑ чухне эпи карчӑк ӑна каланӑ: ан хӑра, санӑн ку та ывӑл, тенӗ. 18Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачине Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ. 19Рахиль вилнӗ, ӑна Ефрафӑна — урӑхла каласассӑн, Вифлееме — каякан ҫул хӗррине пытарнӑ. 20Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ. Рахиле асӑнмалӑх лартнӑ палӑк ҫак кунчченех ларать. 21Израиль [унтан] тапранса кайнӑ та хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.
22Израиль ҫав ҫӗршывра чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Рувим кайнӑ та Валлӑпа, хӑй ашшӗн [Иаковӑн] ҫум-арӑмӗпе, выртса ҫывӑрнӑ. Израиль ҫакӑн ҫинчен илтнӗ [те ҫавӑншӑн питӗ кӳреннӗ].
Иаковӑн ывӑл вуниккӗ пулнӑ.
23Лия ывӑлӗсем: Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим, ун хыҫӗнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон. 24Рахиль ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. 25Валлӑн, Рахиль тарҫин, ывӑлӗсем: Дан тата Неффалим. 26Зелфӑн, Лия тарҫин, ывӑлӗсем: Гад тата Асир. Ҫаксем Иаковӑн Месопотамире ҫуралнӑ ывӑлӗсем.
27Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ. 28Исаак пурӑннӑ [кунҫул] ҫӗр сакӑрвунӑ ҫул пулнӑ. 29Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.

Actualmente seleccionado:

Пултарни 35: CHB

Destacar

Copiar

Comparar

Compartir

None

¿Quieres guardar tus resaltados en todos tus dispositivos? Regístrate o Inicia sesión