Пултарни 29
29
1Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗрне [Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кайнӑ. 2Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ. Пусӑ ҫӑварне пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ. 3Пусӑ ҫӑварне хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; унтан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.
4Иаков вӗсене [кӗтӳҫӗсене]: тӑванӑмсем! эсир ӑҫтисем? тенӗ. Вӗсем: эпир Харранран, тенӗ. 5Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ. Вӗсем: пӗлетпӗр, тенӗ. 6Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ. Вӗсем: сывӑ пурӑнать; авӑ Рахиль, унӑн хӗрӗ, сурӑхсемпе килет, тенӗ. 7[Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; выльӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑрсене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ. 8Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантарса ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.
9Иаков вӗсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗрӗ] пырса ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак выльӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ. 10Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене курсассӑн, Иаков пусӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫтерсе тухнӑ. 11Унтан Иаков Рахиле чуптунӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ. 12Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ. Рахиль килне чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] ашшӗне каласа кӑтартнӑ.
13Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лавана ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ. 14Лаван ӑна: чӑнах, эсӗ манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм, тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑхӗпех пурӑннӑ.
15Лаван Иакова каланӑ: манӑн тӑванӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑрӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ. 16Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ. 17Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ-сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ. 18Иаков Рахиле юратнӑ, вӑл: Рахильшӗн, кӗҫӗн хӗрӳшӗн, эпӗ сана ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп, тенӗ. 19Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине париччен манӑн ӑна сана парсассӑн авантарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ. 20Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.
21Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑмӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, тенӗ. 22Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗнсе пухнӑ та ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 23Каҫхине [Лаван] ун патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна илсе кӗнӗ; [Иаков] ун патне кӗнӗ. 24Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Зелфа ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ. 25Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ. [Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ капла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ. 26Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ. 28Иаков вара ҫапла тунӑ. Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ. 29Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмашкӑн хӑйӗн Валла ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ. 30[Иаков] Рахиль патне те кӗнӗ, Рахиле вӑл Лийӑран ытларах юратнӑ; ҫапла Лаван патӗнче тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.
31Лийӑна юратманнине Ҫӳлхуҫа [Турӑ] курнӑ, ҫавӑнпа унӑн варне ӗрчевлӗ тунӑ, Рахиль вара тип варлӑ пулнӑ. 32Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ. 33[Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: мана юратманнине Ҫӳлхуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ. Ӑна вӑл Симеон ятлӑ хунӑ. 34Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Левий ятлӑ хунӑ. 35Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫамӑра мухтӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда ятлӑ хунӑ. Вара ҫуратма пӑрахнӑ.
Actualmente seleccionado:
Пултарни 29: CHB
Destacar
Copiar
Comparar
Compartir
¿Quieres guardar tus resaltados en todos tus dispositivos? Regístrate o Inicia sesión
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: