1
Пултарни 37:5
БИБЛИ
CHB
Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ.
Comparar
Explorar Пултарни 37:5
2
Пултарни 37:3
Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.
Explorar Пултарни 37:3
3
Пултарни 37:4
Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнине курса, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.
Explorar Пултарни 37:4
4
Пултарни 37:9
Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ.
Explorar Пултарни 37:9
5
Пултарни 37:11
Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ.
Explorar Пултарни 37:11
6
Пултарни 37:6-7
Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха: акӑ эпир хир варринче кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ.
Explorar Пултарни 37:6-7
7
Пултарни 37:20
тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑрахӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ.
Explorar Пултарни 37:20
8
Пултарни 37:28
Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.
Explorar Пултарни 37:28
9
Пултарни 37:19
Пӗр-пӗрне каланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет
Explorar Пултарни 37:19
10
Пултарни 37:18
Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ.
Explorar Пултарни 37:18
11
Пултарни 37:22
Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] каланӑ.
Explorar Пултарни 37:22