Пултарни 39
39
1Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ. 2Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, вӑл хӑйӗн хуҫин, Египет ҫыннин, ҫуртӗнче пурӑннӑ. 3Унӑн хуҫи унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнине, вӑл тӑвакан пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа ун аллинче ӑнтарса пынине курса тӑнӑ. 4Иосиф ун умӗнче ырӑлӑх тупнӑ, уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах унӑн аллине панӑ. 5Иосифа хӑйӗн ҫуртне, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилленӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.
6Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен.
Иосиф илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ пулнӑ. 7Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ. 8Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ; 9ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ. 10Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен; 11пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман; 12арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ. Анчах Иосиф хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑварса чупса тухса кайнӑ. 13Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтирне ун аллинче хӑварса чупса тухнине курсассӑн, 14килӗнчи ҫыннисене чӗнсе, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илсе килнӗ. Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та, 15эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтсессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ. 16Вара вӑл унӑн тумтирне хӑйӗн упӑшки, Иосиф хуҫи, килне таврӑниччен хӑй патӗнче тытнӑ. 17Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.
19Арӑмӗ каланӑ сӑмахсене: «санӑн чуру мана ҫапла турӗ» тенине илтсессӗн, Иосиф хуҫи тарӑхса кайнӑ; 20хуҫи Иосифа тытнӑ та патша хупса лартнӑ ҫынсем патне тӗрмене хуптарнӑ. Иосиф вара унта тӗрмере ларнӑ. 21Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ. 22Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ. 23Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесессӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Пултарни 39: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.