Пултарни 32
32
1Иаков хӑй ҫулӗпе кайнӑ. [Вӑл пӑхнӑ та Туррӑн хатӗр тӑракан ҫарне курнӑ.] Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ. 2Вӗсене курсассӑн, Иаков: ку Турӑ ҫарӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫак вырӑна Маханаим тесе ят панӑ. 3Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗрне, хыпарҫӑсем янӑ, 4вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5манӑн вӑкӑрсем, ашаксем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫамӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпарҫӑсем ятӑм, тейӗр.
6Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑнса, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ. 7Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ. 8[Иаков] каланӑ: Исав пӗр ушкӑнне тапӑнса ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, тепӗр ушкӑнӗ хӑтӑлма пултарӗ, тенӗ.
9Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн. 10Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ тивӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр. 11Тӑванӑм аллинчен, Исав аллинчен, хӑтарсам мана, эпӗ унран хӑратӑп: кунта килсе, вӑл мана [тата] ачасемпе амӑшӗсене ан вӗлертӗрччӗ. 12Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.
13Ҫав каҫхине Иаков ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗшне, парне памашкӑн 14икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫӗр сурӑх, ҫирӗм така, 15сӑвакан тӗвисене тихи-мӗнӗпе вӑтӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа илсе [парса янӑ]. 16Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чурисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ. 17Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем сана хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн, 18ҫапла кала: Иаков чурун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ. 19[Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулсассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ; 20тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [килет] тейӗр, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ. 21Парнисем ун умӗнчен кайнӑ, хӑй вара ҫав каҫхине тапӑрта ҫӗр каҫнӑ.
22Вӑл ҫӗр варринче тӑнӑ та, хӑйӗн икӗ арӑмӗпе икӗ хӑрхӑмне тата хӑйӗн вунпӗр ывӑлне илсе, Иавок шывӗ урлӑ ӑшӑх вырӑнтан каҫса кайнӑ; 23вӑл вӗсене шыв урлӑ каҫарса янӑ, хӑйӗн мӗн пуррине те пӗтӗмпе тепӗр енне каҫарнӑ. 24Иаков хӑй пӗчченех юлнӑ. Такам унпа шурӑмпуҫ киличченех кӗрешнӗ; 25Иакова ҫӗнейменнине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑммине амантнӑ. 26Вара [ӑна] каланӑ: яр Мана, шурӑмпуҫ килет, тенӗ. Иаков: хама пиллемесӗр ярассӑм ҫук Сана, тенӗ. 27Ӑна каланӑ: эсӗ мӗн ятлӑ? тенӗ. Вӑл: Иаков, тенӗ. 28[Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малашне санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ. 29Иаков та ыйтса каланӑ: Хӑвӑн ятна каласам [мана], тенӗ. Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ. Вара ӑна ҫавӑнта пилленӗ. 30Иаков ҫав вырӑна Пенуэл ят панӑ; вӑл: эпӗ Турра куҫа-куҫӑн куртӑм, манӑн чунӑм сыхӑ юлчӗ, тенӗ. 31Вӑл Пенуэлран иртнӗ чухне хӗвел тухнӑ; вӑл пӗҫҫи суранланнипе уксахласа пынӑ. 32Ҫавӑнпа ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑнӑра сӗртӗннӗ.
دیاریکراوەکانی ئێستا:
Пултарни 32: CHB
بەرچاوکردن
لەبەرگرتنەوە
بەراوردکردن
هاوبەشی بکە
دەتەوێت هایلایتەکانت بپارێزرێت لەناو ئامێرەکانتدا> ? داخڵ ببە
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.