YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 3

3
1Эппин, иудей ыттисенчен мӗн тӗлӗшпе маларах-ха? ӳт кастарни ӑна мӗнле усӑ кӳрет? 2Пур тӗлӗшпе те маларах, пуринчен ытла акӑ мӗн: вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панӑ. 3Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри шанчӑксӑр пулсан та, мӗнех вара? Вӗсем шанчӑксӑр пулни Турӑ шанчӑклӑхне пӗтерӗ-и? 4Паллах, апла мар. Турӑ шанчӑклӑ, этем вара кирек хӑшӗ те ултавҫӑ; Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Санӑн пур сӑмаху та тӗрӗс, Эсӗ Хӑвна айӑплакансене ҫӗнтерӗн» тенӗ. 5Пирӗн тӳрӗмарлӑх Туррӑн тӳрӗлӗхне тата уҫӑмлӑрах курӑнакан тӑвать пулсан, мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тен, Турӑ (этем шухӑшланӑ пек калатӑп) ҫиллине кӑтартса тӗрӗс мар тумасть-ши? 6Паллах, апла мар. Апла Турӑ тӗнчене епле сут тутӑр? 7Манӑн тӳрӗмарлӑхӑм Туррӑн тӳрӗлӗхне палӑртса Ӑна мухтава кӑларать пулсан, мӗншӗн тата мана ҫылӑхлӑ ҫын вырӑнне хурса айӑпламалла? 8Апла ырӑ пултӑр тесен, усал тумалла мар-и? Хӑшӗ-пӗрисем пире ҫапла хурлаҫҫӗ те: шӑпах ҫапла вӗрентеҫҫӗ вӗсем, теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене тӗрӗс сут пулӗ.
9Мӗнле ӗнтӗ? Эпир, иудейсем, суя тӗнлисенчен авантарах-и? Ҫук, иудейсем те, эллинсем те пурте ҫылӑх айӗнчине эпир кӑтартса патӑмӑр. 10Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.
19Анчах та эпир пӗлетпӗр: саккун мӗн те пулин калать пулсан, вӑл ӑна саккуна пӑхӑнса тӑракансене калать; ҫапла вара пур ҫӑвар та хупӑнать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулать, 20мӗншӗн тесессӗн саккун хушнине туса Турӑ умӗнче пӗр ҫын та тӳрре тухаймӗ: саккун вӑл ҫылӑха анчах палӑртать. 21Халӗ ӗнтӗ Турӑ саккунсӑр пуҫнех тӳрре кӑларать, ун ҫинчен саккунпа пророксем те пӗлтернӗ. 22Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ. Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарса, Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартнӑ. Вӑл Хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартса, Иисуса ӗненекенсене тӳрре кӑларса, Вӑл паян та Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартать. 27Мухтанмалли ӑҫта ӗнтӗ? Пӗтернӗ ӑна. Мӗнле саккун пӗтернӗ? Ӗҫ туса тӳрре тухма хушакан саккун-и? Ҫук, ӗненме хушакан саккун пӗтернӗ. 28Ӗненсессӗн, этем саккун хушнисене тумасӑрах тӳрре тухать тетпӗр эпир. 29Турӑ пӗр иудейсен Турри анчах-им? суя тӗнлисен Турри те мар-им? Паллах, суя тӗнлисен Турри те, 30мӗншӗн тесессӗн Турӑ пӗрре анчах, Вӑл ӳтне каснисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ, ӳтне касманнисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ. 31Эпир ӗненӳпе ҫапла саккуна пӑрахӑҫламастпӑр-и? Пачах та апла мар; саккуна ҫирӗплететпӗр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in