Рим ҫыннисене 2
2
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсӗ, ҫынна сут тӑваканскер, кирек кам пулсан та, айӑпран хӑтӑлаймӑн, эсӗ ҫынна мӗнле айӑппа айӑплатӑн, хӑвна ху та ҫав айӑппах айӑплатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫынна айӑпланӑ чухне эсӗ ху та ҫав айӑпах тӑватӑн. 2Ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене Турӑ тӳррипе сут тӑвассине эпир пӗлетпӗр. 3Эй этем, эсӗ ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакансене айӑплатӑн, хӑв та ҫавнах тӑватӑн, ҫавах Турӑ сутӗнчен хӑтӑлӑп тесе шухӑшлатӑн-и? 4Е эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ хӑвна ӳкӗнтерме ертсе пынине ӑнланмасӑр Туррӑн нумай ырӑлӑхне, йӑвашлӑхне, вӑраха пыракан тӳсӗмлӗхне хисепе хумастӑн-и? 5Хӑв итлеменнипе, ӳкӗнми чӗрӳпе ҫилӗ кунӗ валли, Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулас кун валли эсӗ хӑвшӑн ху ҫилӗ пухатӑн. 6Вӑл пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ: 7ялан ырӑ ӗҫ туса мухтавлӑ, чыслӑ, вилӗмсӗр пулма тӑрӑшакансене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ; 8итлемесӗр, чӑнлӑха пӑхӑнмасӑр тӗрӗс мар ӗҫе ярӑннисене хаяр ҫилӗ ҫитӗ. 9Усал тӑвакан пур чуна та — малтан иудее, унтан эллина та — хуйхӑпа асап ҫитӗ! 10Ырӑ тӑвакан кирек кам та — иудей, унтан эллин та — мухтавлӑ, чыслӑ, канӑҫлӑ пулӗ! 11Мӗншӗн тесессӗн Турӑшӑн пур ҫын та пӗр.
12Саккуна пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисем пӗтеҫҫӗ, анчах вӗсене саккун тӑрӑх сут тумаҫҫӗ; саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ. 13Турӑ умӗнче саккуна тӑнлакансем мар, саккуна пурӑнӑҫлакансем тӳрре тухӗҫ. 14Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун: 15вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. 16Пурне те ӗҫӗсем тӑрӑх тавӑрса парасси, эпӗ Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне каланӑ пек, Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсенӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене сут тӑвас кун пулӗ.
17Акӑ эсӗ хӑвна иудей тетӗн, эсӗ саккуна шанатӑн, Турӑпа мухтанатӑн, 18Вӑл мӗн хушнине пӗлетӗн, саккуна вӗреннипе мӗн лайӑххине чухлатӑн, 19эсӗ пӗр иккӗленӳсӗр хӑвна суккӑрсене ертсе ҫӳрекен вырӑнне, сӗмлӗхрисене ҫутатакан ҫутӑ вырӑнне, 20пӗлменнисене ӑса кӗртекен, ачасене вӗрентекен, мӗн пӗлмеллине, епле пурӑнмаллине саккун тӑрӑх вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуратӑн — 21мӗнле-ха эсӗ ҫынна вӗрентетӗн, хӑвна хӑв вӗрентместӗн? 22Ан вӑрла тесе вӗрентетӗн, хӑв вӑрлатӑн; аскӑн ӗҫ ан ту тетӗн, хӑв аскӑн ӗҫ тӑватӑн; йӗрӗхсенчен йӗрӗнетӗн, хӑв вӗсен ҫурчӗсене ҫарататӑн. 23Хӑв саккунпа мухтанатӑн, хӑвах саккуна пӑсса Турра хурлатӑн. 24Ҫырура ҫырнӑ пек, сирӗн пирки суя тӗнлисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ. 25Саккун хушнине туса тӑратӑн пулсан, ӳт касни усӑллӑ; эхер те эсӗ саккуна хирӗҫ тӑватӑн пулсан, санӑн ӳтне касни касманнипе пӗр пулать. 26Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӳтне касман ҫын саккун хушнине туса тӑрать пулсан, унӑн ӳтне касманни ӳт каснипе танах мар-и? 27Санӑн Ҫыру та пур, эсӗ ӳтне те каснӑ, анчах саккуна уямастӑн, апла ӳтне касман ҫынах, анчах саккун хушнӑ пек пурӑнаканскер, айӑпламӗ-и сана? 28Пӑхма анчах иудей — иудей мар, ӳт касни те — курӑнаканни, ӳт ҫинчи паллӑ ҫеҫ мар; 29кам чунӗпе иудей — ҫавӑ иудей, ӳт касни те — йӑлишӗн туни анчах мар, вӑл чӗрере, кӑмӑлта пулмалла. Ун пек ҫынна мухтав та этемрен мар, Турӑран пулӗ.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.