YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 1

1
1Эпӗ, Иисус Христос чури Павел, — Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма суйласа чӗнсе илнӗ апостол. 2Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ; 3-4ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ; 5Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ, 6апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ. 7Сире — Римра пурӑнакансене, Турӑ юратакан ҫынсене, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗскерсене пурне те — Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
8Эсир ӗненнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та чи малтан сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп. 9-10Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп: 11мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн 12тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет. 13Эй тӑванӑмсем, манӑн сире ҫакна пӗлтермесӗр хӑварассӑм килмест: ытти халӑхсем патӗнче тунӑ пек, сирӗн патӑрта та мӗнле те пулин усӑ тӑвасчӗ тесе эпӗ темиҫе хут та сирӗн пата пыма шухӑшласаттӑм, анчах мӗн халичченех чӑрмавсем тытса тӑчӗҫ. 14Эпӗ эллинсене те, ытти ют халӑхсене те, ӑслисене те, пӗлменнисене те вӗрентме тивӗҫ; 15ҫавӑнпа эпӗ хам кӑмӑлӑмпа сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтерме хатӗр. 16Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать. 17Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тенӗ.
18Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет: 19Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ. 20Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук. 21Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь. 26Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене намӑссӑрланса асма ирӗк пачӗ: вӗсенӗн хӗрарӑмӗсем йӗркеллӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ; 27ҫавӑн пекех арҫыннисем те хӗрарӑмпа пурӑнас йӗркене пӑрахса пӗр-пӗринпе асасшӑн ҫунаҫҫӗ, арҫынпа арҫын йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ; ҫапла аташнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тавӑру хатӗрлеҫҫӗ. 28Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ. 32Ҫав ӗҫсене тӑвакансем Туррӑн тӗрӗс сучӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ; ҫапах ҫав ӗҫсене хӑйсем тунипе кӑна мар, ҫапла тӑвакансене те мухтаҫҫӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in