YouVersion Logo
Search Icon

Иуда ҫырӑвӗ 1

1
1Иисус Христос чури, Иаков шӑллӗ Иуда — Атте Турӑ чӗнсе илсе тасатнисене, Иисус Христос сыхласа усранисене: 2сирӗн ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юрату ӳссех пытӑр.
3Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм. 4Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.
5Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
9Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чухне Михаил архангел та ӑна хурласа айӑплама хӑйман, «Ҫӳлхуҫа чартӑр сана» тесе анчах каланӑ. 10Кусем вара хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ; вӗсене, чӗлхесӗр выльӑх пек ӳт сисӗмӗпе пурӑнаканскерсене, хӑйсем мӗн пӗлнийӗ ирсӗрлетет. 11Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене: вӗсем Каин ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ, Валаам пек, мул илӗртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ, Корей пек чурӑс пулнӑран пӗтеҫҫӗ.
12Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ. Вӗсем — ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; ҫимӗҫ кӳмен, икӗ хут хӑрнӑ, кӗркунне кӑларса пӑрахмалли йывӑҫсем; 13вӗсем — ирсӗрлӗхпе кӑпӑкланакан хаяр тинӗс хумӗсем; вӗсем — аташса ҫӳрекен ҫӑлтӑрсем: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗмлӗх хатӗр тӑрать. 14Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — 15пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ. 16Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсене яланах темӗскер ҫитмест, вӗсем ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн кайса Турра хисеплемесӗр, йӗркерен тухса пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ вара мӑнаҫлӑн калаҫать; пайташӑн тӑрӑшса ҫынна йӑпӑлтатаҫҫӗ. 17Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр. 18Вӗсем сире ҫапла каланӑ: «юлашки вӑхӑтра хӑйсен ӳчӗ кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекен усал мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ» тенӗ. 19Вӗсем хӑйсене хӑйсем пӗр пӗтӗм тӗнрен уйӑрнӑ, вӗсем выльӑхпа пӗр, вӗсенче Таса Сывлӑш ҫук. 20Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр. 22Иккӗленекенсене хӗрхенӗр; 23теприсене вут-ҫулӑмран туртса илсе ҫӑлса хӑварӑр; хӑшӗсенчен вара, вӗсене хӗрхеннӗ чухне те, сыхланӑр, вӗсенӗн ӳтпе ирсӗрленнӗ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.
24Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ. Аминь.

Currently Selected:

Иуда ҫырӑвӗ 1: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in