Пултарни 45
45
1Иосиф вара текех чӑтса тӑрайман, хӑй тавра тӑракан мӗнпур ҫын умӗнчех: ман патӑмран пурне те кӑларса ярӑр! тесе кӑшкӑрса янӑ. Хӑйне тӑванӗсене паллаттарнӑ чухне Иосиф патӗнче никам та пулман. 2Вӑл уласа йӗрсе янӑ, ҫакна Египет ҫыннисем те илтнӗ, фараон ҫуртӗнчисем те илтнӗ. 3Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ — Иосиф, манӑн аттем сывӑ-и-ха? тенӗ. Анчах тӑванӗсем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнеймен: вӗсем ун умӗнче аванмарланса тӑнӑ.
4Вара Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: ман патӑма ҫывӑхарӑр-ха, тенӗ. Вӗсем ҫывӑха пырса тӑнӑ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр; 5анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ сирӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ; 6ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче сухаламӗҫ те, вырмӗҫ те; 7сире ҫӗр ҫинчен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ. 8Ҫапла, мана кунта эсир яман, Турӑ янӑ, Вӑл мана фараон ашшӗ туса хучӗ, унӑн пӗтӗм килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ турӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрне тытса тӑраканӗ турӗ. 9Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр. 12Ҫакна сире хам чӗлхе-ҫӑварӑмпа каланине сирӗн куҫӑр та, манӑн пӗртӑванӑм Вениамин куҫӗ те курать; 13аттеме манӑн Египетри пӗтӗм чапӑм ҫинчен, хӑвӑр мӗн курни ҫинчен пурне те каласа парӑр, аттеме хӑвӑртрах кунта илсе килӗр, тенӗ. 14Вӑл Вениамина, хӑйӗн шӑллӗне, мӑйӗнчен ыталаса илсе йӗрсе янӑ; Вениамин та унӑн мӑйӗнчен уртӑнса йӗнӗ. 15Вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ. Унтан тӑванӗсем унпа калаҫнӑ.
16Иосиф тӑванӗсем килни ҫинчен фараон ҫуртне те хыпар ҫитнӗ, фараон хӑй те, унӑн чурисем те ҫакӑншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ. 17Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Ханаан ҫӗрне кайӑр, те; 18хӑвӑр аҫӑра, килӗр-йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вырӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫисе пурӑнӑр, те. 19Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта килӗр; 20хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.
21Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та. Фараон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапасем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ, 22улӑштарса тӑхӑнма пурне те тумтир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнма пилӗк тумтир панӑ; 23ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тиесе янӑ. 24Вара тӑванӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем кайнӑ. Вӗсене: ҫул ҫинче ан хирӗҫӗр, тенӗ. 25Вӗсем Египетран тухса кайнӑ та Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ, 26вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: [санӑн ывӑлу] Иосиф чӗрӗ, халӗ вӑл пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче пуҫлӑх пулса тӑрать, тенӗ. Анчах унӑн чӗри вӑрка пуҫланӑ, вӑл вӗсене ӗненме те пултарайман. 27Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсене пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаковӑн, вӗсен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ, 28вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам виличчен кайса курам ӑна, тенӗ.
Currently Selected:
Пултарни 45: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.