Пултарни 44
44
1[Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур, 2кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ. Лешӗ Иосиф каласа хунӑ пекех тунӑ. 3Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗсен ашакӗсене те кӑларса янӑ. 4Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те. 5Ара, ку манӑн хуҫамӑн курки мар-и? вӑл унпа ӗҫмест-и? ун ҫине пӑхса юмламасть-и? Эсир капла начар турӑр, те, тенӗ.
6Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑмаха каланӑ. 7Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха? Ҫук, санӑн чурусем ун пек ӗҫ тӑвас ҫук. 8Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗнчен кӗмӗл е ылтӑн вӑрлама пултарнӑ? 9Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫамӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ. 10Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ. 11Вӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ. 12Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫитичченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ. 13Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ.
14Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ. 15Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пултарасса эсир пӗлмен-и-мӗн? тенӗ. 16Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха? Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ. 17Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑпланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.
18Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех-ҫке. 19Манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чурисенчен: сирӗн аҫӑр е тӑванӑр пур-и? тесе ыйтсаччӗ. 20Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр. 21Эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, терӗн. 22Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уйӑрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр. 23Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗн. 24Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫитсессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр. 25Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑштах тырӑ илсе килӗр, терӗ. 26Эпир каларӑмӑр: пирӗн кайма юрамасть; пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пырсассӑн кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑмӑр пулмасассӑн, пирӗн ҫав ҫыннӑн куҫне курӑнма юрамасть, терӗмӗр. 27Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; 28пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; 29кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ. 30Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн аттемӗр патне, ҫитсессӗн, унӑн чунӗ юратакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн, 31вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑлмалӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗртӗҫ. 32Ҫитменнине тата эпӗ, санӑн чуру, ачашӑн атте умӗнче явап тытма пултӑм, эпӗ: ӑна сан патна илсе килмесессӗн, [ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн,] эпӗ аттем умӗнче пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп, терӗм. 33Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫамӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗсемпе пӗрле кайтӑр, 34мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ.
Currently Selected:
Пултарни 44: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.