Пултарни 43
43
1Ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах ҫитнӗ. 2Вӗсем Египетран илсе килнӗ тыррине ҫисе пӗтерсессӗн, ашшӗ вӗсене каланӑ: татах кайӑр, хамӑр валли кӑштах тырӑ илсе килӗр, тенӗ. 3Иуда ӑна ҫапла тесе каланӑ: леш ҫын пире татсах каласа хучӗ, хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ. 4Эсӗ шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле ярсассӑн, сана тырӑ илсе килсе парӑпӑр, 5ямасассӑн — каймастпӑр, мӗншӗн тесессӗн леш ҫын пире: хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ, тенӗ. 6Израиль каланӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур тесе мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ. 7Вӗсем каланӑ: вӑл ҫын пирӗн ҫинчен, пирӗн йӑх-кӑк ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, вӑл: аҫӑр пурӑнать-и-ха? тата сирӗн тӑванӑр пур-и? терӗ. Эпир ӑна ҫапла ыйтнӑран каласа патӑмӑр. Эпир вӑл «шӑллӑра илсе килӗр» теессе пӗлнӗ-им-ха? тенӗ. 8Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
11Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ. 15Вара ҫав ҫынсем ҫак парнесене илнӗ, аллине икӗ хут ытла кӗмӗл илнӗ, Вениамина та илнӗ, вара тапранса Египета тухса кайнӑ та Иосиф умне пырса тӑнӑ.
16Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ. 17Ҫынни Иосиф каланӑ пек тунӑ, вӑл ку ҫынсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнӗ. 18Ку ҫынсем хӑйсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнинчен хӑраса ӳкнӗ, вӗсем каланӑ: ӗнтӗ пире унччен хамӑр михӗсене каялла чиксе янӑ кӗмӗлшӗн илсе кӗчӗҫ, пире тӑрӑнса, пире тапӑнасшӑн та пире чурана илесшӗн, пирӗн ашаксене те илесшӗн, тенӗ. 19Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ. 23Вӑл каланӑ: лӑпланӑр, ан хӑрӑр; сирӗн миххӗрсене Туррӑр, хӑвӑр аҫӑрӑн Турри, мул хурса янӑ; сирӗн леш кӗмӗлӗр ман пата ҫитрӗ, тенӗ. Унтан вӑл вӗсем патне Симеона илсе пынӑ. 24Ҫав ҫын вӗсене Иосиф пӳртне илсе кӗнӗ те шыв панӑ, вӗсем урисене ҫунӑ; вӗсен ашакӗсене те апат панӑ. 25Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парнесем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.
26Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 27Вӑл вӗсенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ. 28Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ. [Вӑл: ҫав ҫынна Турӑ пилленӗ, тенӗ.] Вӗсем чӗркуҫленнӗ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 29[Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ. Унтан: Турӑ ырӑлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр, ывӑлӑм! тенӗ. 30Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑллӗне юратнипе унӑн чун-чӗри вутла хыпса илнӗ, вӑл йӗрсе яма хатӗр пулнӑ; вӑл, шалти пӳлӗмне кӗрсе, ҫавӑнта йӗнӗ. 31Унтан питне-куҫне ҫуса тухнӑ та кӑмӑлне пусарса: ҫиме парӑр, тенӗ. 32Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм, кусене хӑйсене уйрӑм, унпа пӗрле апатланакан Египет ҫыннисене хӑйсене уйрӑм панӑ, мӗншӗн тесессӗн Египет ҫыннисем еврейсемпе пӗрле ҫимеҫҫӗ, Египет ҫыннисемшӗн ку ирсӗр ӗҫ шутланать. 33Вӗсем унӑн умӗнче асли аслине кура, кӗҫӗнни кӗҫӗннине кура ларса тухнӑ, ҫак ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗлӗнсе ларнӑ. 34Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата партарса тӑнӑ, Вениамин пайӗ ыттисен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ. Вӗсем ӗҫнӗ, унпа пӗрле чылаях ӗҫнӗ.
Currently Selected:
Пултарни 43: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.