Пултарни 42
42
1Иаков Египетра тырӑ пур тенине пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхса тӑратӑр? тенӗ. 2Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ. 3Вара Иосифӑн вунӑ пиччӗшӗ Египета тырӑ туянма тухса кайнӑ, 4Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, Иаков унӑн пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: ӑна инкек-мӗн ан пултӑр, тенӗ. 5Израиль ывӑлӗсем ҫавӑнта килнӗ ытти ҫынпа пӗрле тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ханаан ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ.
6Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ. Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 7Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ. Вӗсем: Ханаан ҫӗрӗнчен тырӑ туянма килтӗмӗр, тенӗ. 8Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗсем ӑна паллайман. 9Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ. 10Вӗсем каланӑ: ҫук, ырӑ хуҫамӑр, санӑн чурусем апат туянас тесе килнӗ; 11эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫын ачисем; эпир тӳрӗ ҫынсем; санӑн чурусем нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман, тенӗ. 12Вӑл вӗсене каланӑ: ҫук, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ. 13Вӗсем каланӑ: эпир, санӑн чурусем, вуниккӗн пӗртӑванччӗ, эпир Ханаан ҫӗрӗнчи пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем, акӑ халӗ кӗҫӗнни хамӑр аттепе юлчӗ, пӗри ҫухалчӗ, тенӗ. 14Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ. 17Вара вӗсене виҫӗ кунлӑха хурал аллине панӑ.
18Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӗсем ҫапла тунӑ та. 21Вӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр; вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асапланнине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире, тенӗ. 22Рувим вӗсене хуравласа каланӑ: эпӗ сире: ачана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗрӗр тесе каламарӑм-и? анчах эсир итлемерӗр; акӑ унӑн юнне хамӑртан шыраҫҫӗ, тенӗ. 23Хӑйсем вара Иосиф ӑнланса тӑнине пӗлмен; унпа вӗсем тӑлмач урлӑ калаҫнӑ. 24[Иосиф] вӗсем патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ та йӗрсе янӑ. Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ. 25Унтан Иосиф вӗсен миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каялла чикме, вӗсене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.
26Вӗсем хӑйсен тыррине ашакӗсем ҫине тиенӗ те унтан тухса кайнӑ. 27Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ. Вӗсен чӗри шуйханса ӳкнӗ, вӗсем чӗтресе пӗр-пӗрне каланӑ: Турӑ пире мӗн турӗ капла? тенӗ.
29Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ: 30ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ. 31Эпир ӑна каларӑмӑр: эпир тӳрӗ ҫынсем; эпир нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман; 32эпир хамӑр аттемӗрӗн ывӑлӗсем, эпир вуникӗ тӑван; пӗри ҫухалчӗ, кӗҫӗнни халӗ аттемӗрпе пӗрле Ханаан ҫӗрне юлчӗ, терӗмӗр. 33Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
35Вӗсем миххисене пушатма тытӑннӑ та, акӑ кашнийӗн миххинче кӗмӗл ҫыххи, хӑйӗн кӗмӗлӗ, выртать. Кӗмӗл ҫыххийӗсене вӗсем хӑйсем те, вӗсен ашшӗ те курнӑ, пурте хӑраса ӳкнӗ. 36Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ. 37Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесессӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ. 38Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.
Currently Selected:
Пултарни 42: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.