Пултарни 40
40
1Ҫакӑн хыҫҫӑн Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ хӑйсен хуҫи умӗнче, Египет патши умӗнче, айӑпа кӗнӗ. 2Фараон хӑй таврашӗнчи икӗ ҫыннине — эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне — ҫилленсе ҫитнӗ, 3вӗсене патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне, тӗрмене, Иосифа хупса лартнӑ ҫӗре, хупса хунӑ. 4Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ вӗсем патне Иосифа тӑратнӑ, вӑл вӗсене пӑхса тӑнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр вӑхӑт хурал аллинче пурӑннӑ. 5Пӗррехинче Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑраканӗ, тӗрмере лараканскерсем, тӗлӗк курнӑ: иккӗшӗ те пӗр каҫрах, кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ, питех те пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курнӑ. 6Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та курнӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 7Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫыннисенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ. 8Вӗсем ӑна каланӑ: эпир тӗлӗк куртӑмӑр; ӑна ӑнлантарса паракан ҫын ҫук, тенӗ. Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.
9Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ. 12Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
16Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ. 18Иосиф [ӑна] хуравласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун; 19виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.
20Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; 21вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тыттарнӑ; 22ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ. 23Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ӑна маннӑ.
Currently Selected:
Пултарни 40: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: