Пултарни 38
38
1Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗсенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫнӑ. 2Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫыннин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ. 3Арӑм йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ; Иуда ӑна Ир ятлӑ хунӑ. 4Арӑм татах йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Онан ятлӑ хунӑ. 5Тата [виҫҫӗмӗш] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна вӑл Шела ятлӑ хунӑ; ӑна ҫуратнӑ чухне Иуда Хезивра пулнӑ. 6Иуда хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илсе панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ. 7Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна вӗлернӗ. 8Иуда вара Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пултӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ. 9Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗлнӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗнӗ. 10Вӑл тунӑ ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна та вӗлернӗ. 11[Икӗ ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн] Иуда Фамаре, хӑйӗн кинне, каланӑ: Шела ывӑлӑм ӳссе ҫитиччен эсӗ хӑвӑн аҫу килӗнче тӑлӑх арӑм пулса пурӑн, тенӗ. Вӑл [хӑй ӑшӗнче]: ку та, пиччӗшӗсем пек, ан вилтӗрччӗ, тесе шухӑшланӑ. Фамарь кайнӑ та хӑйӗн ашшӗ килӗнче пурӑна пуҫланӑ.
12Чылай вӑхӑт иртнӗ; Шуа хӗрӗ, Иуда арӑмӗ, вилнӗ. Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касакансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ. 13Фамаре хыпар тунӑ: акӑ санӑн хуняҫу выльӑхӗсен ҫӑмне касма Фамнӑна каять, тенӗ. 14Вӑл хӑй ҫийӗнчи тӑлӑх арӑм тумтирне хывса пӑрахнӑ та, пӗркенчӗк пӗркенсе, Фамнӑна каякан ҫул ҫинчи Енаим хапхи патне тухса ларнӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл Шела ӳссе ҫитнине курнӑ, анчах ӑна ун валли качча илмен-ха. 15Иуда ӑна курнӑ та аскӑн хӗрарӑм вырӑнне хунӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ питне хупласа ларнӑ. [Вӑл ӑна паллайман.] 16Иуда ун патне пынӑ та каланӑ: эпӗ сан патна кӗрем, тенӗ. Вӑл ку хӑйӗн кинӗ иккенне пӗлмен. Фамарь: ман патӑма кӗрсессӗн, эсӗ мана мӗн парӑн? тенӗ. 17Иуда каланӑ: эпӗ [хамӑн] кӗтӳрен сан валли качака путекӗ парса ярӑп, тенӗ. Фамарь: ӑна парса яриччен салук парса хӑварӑн-и? тенӗ. 18Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ. Фамарь каланӑ: хӑвӑн пичетлӗ ҫӗррӳне, пуҫ ҫыххине тата аллунти туюна пар, тенӗ. Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр ҫын пулнӑ. 19Унтан кайсассӑн, вӑл, хӑйӗн пӗркенчӗкне хывса пӑрахса, каллех тӑлӑх арӑм тумтирне тӑхӑнса янӑ.
20Шантарса парса хӑварнӑ япалисене арӑм аллинчен каялла илме Иуда хӑйӗн тусӗнчен, Одоллам ҫыннинчен, качака путекки парса янӑ, анчах лешӗ Фамаре тупайман. 21Вара ҫав вырӑнти ҫынсенчен ыйтнӑ: Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн арӑм ӑҫта? тенӗ. Лешӗсем: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, тенӗ. 22Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупаймарӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ. 23Иуда каланӑ: эппин, япалисем ун патӗнчех юлччӑр, пирӗнтен ҫын куласси ҫеҫ ан пултӑр; акӑ эпӗ ҫак качака путеккине парса ярсаттӑм, анчах эсӗ ӑна тупаймарӑн, тенӗ.
24Виҫӗ уйӑха яхӑн иртсессӗн, Иудӑна каланӑ: санӑн Фамарь кинӳ аскӑна ернӗ, акӑ вӑл аскӑнланса йывӑр ҫын пулнӑ, тенӗ. Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунтарса яччӑр ӑна, тенӗ. 25Хӑйне вӗлерме илсе тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йывӑр ҫын пултӑм, тесе калама ҫын янӑ. Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ. 26Иуда палласа илнӗ те каланӑ: вӑл манран тӳрӗрех, эпӗ ӑна хамӑн Шела ывӑлӑма памарӑм, тенӗ. Вара унпа урӑх хутӑшман.
27Ҫуратма пуҫласассӑн, ун ӑшӗнче йӗкӗреш ача пулни палӑрнӑ. 28Ҫуратнӑ чухне [пӗрин] алли тухнӑ; эпи карчӑкӗ: ку малтан тухрӗ тесе, тытнӑ та унӑн аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ. 29Анчах ача хӑйӗн аллине каялла илнӗ; акӑ унӑн хӑраххи тухнӑ. Эпи карчӑкӗ: епле эсӗ чарака татса тухрӑн? тенӗ. Ӑна Фарес ятлӑ хунӑ. 30Унтан аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ шӑллӗ тухнӑ. Ӑна Зара ятлӑ хунӑ.
Currently Selected:
Пултарни 38: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: