Варух 3
3
1Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! хурлӑхлӑ чунпа кулянакан чӗре тархаслать Сана: 2Эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ, хӗрхенсемччӗ: Эсӗ — ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ; ҫырлахсамччӗ — эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр; 3Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑн, эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех пӗтетпӗр. 4Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! илтсемччӗ Израиль ҫӗрӗн вилнисенӗн кӗллине, вӗсен ывӑлӗсенӗн кӗллине — вӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне итлемесӗр Сан умӑнта ҫылӑха кӗчӗҫ, ҫавӑншӑнах пире хӗн-хур ҫитрӗ. 5Пирӗн аттемӗрсенӗн тӳрӗ мар ӗҫӗсене аса ан илсемччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра Хӑвӑн аллупа тунӑ хӑватсене, Хӑвӑн ятна асна илсемччӗ, 6мӗншӗн тесессӗн Эсӗ — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, эпир Сана мухтава кӑларӑпӑр, Ҫӳлхуҫамӑр! 7Пирӗн Санӑн ятна асӑнса тӑмалла пултӑр тесе, Эсӗ пирӗн чӗрене Хӑвӑнтан хӑраса тӑмалла тунӑ; эпир Сана хамӑра куҫарса килнӗ ҫӗрте те аслӑласа мухтӑпӑр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗ аттемӗрсен пур тӳрӗ мар ӗҫне те хамӑр чӗререн сирсе ятӑмӑр. 8Акӑ халӗ эпир — хамӑра куҫарса килнӗ вырӑнта; Эсӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑрахнӑ аттемӗрсен тӳрӗ мар ӗҫӗсемшӗн тавӑрса, ҫакӑнта салатса ятӑн, пире мӑшкӑл курса, ҫын ылханӗ пулса пурӑнмалла турӑн.
9Эй Израиль, пурӑнӑҫ саккунне итле, ӑслӑлӑха ӑнкарас тесе тӑнлӑр. 10Израиль, мӗне пӗлтерет ку? эсӗ тӑшмансен ҫӗрне лекнӗ. Ют ҫӗртех ватӑлтӑн, вилнисемпе пӗрле ирсӗрлентӗн, 11тамӑкрисен йышне кӗтӗн, 12ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫне пӑрахрӑн. 13Турӑ ҫулӗпе ҫӳренӗ пулсассӑн, ӗмӗрех тӑнӑҫлӑ пурӑнаттӑн. 14Вӑрӑм кунҫулпа чӗрӗлӗх ӑҫтине пӗлес тесессӗн, куҫ тулли савӑнӑҫпа тӑнӑҫлӑх ӑҫтине пӗлес тесессӗн, ӑслӑлӑх ӑҫтине, вӑй ӑҫтине, пӗлӳ ӑҫтине пӗл. 15Ӑслӑлӑх вырӑнне кам шыраса тупнӑ, ун пуянлӑхӗн управӑшне кам кӗрсе курнӑ? 16Халӑхсенӗн пуҫлӑхӗсем ӑҫта, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене тытса тӑнисем, вӗҫен кайӑксемпе выляса йӑпаннисем ӑҫта, 17ылтӑн-кӗмӗл пухакансем ӑҫта? ҫынсем ӗнтӗ ҫавна шанаҫҫӗ, мул пухассин вӗҫӗ-хӗрӗ те курӑнмасть! 18Кӗмӗлтен темтепӗр тутараҫҫӗ, анчах пӗр ӗҫӗ те юлмасть. 19Хӑйсем те ҫухалнӑ, ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, вӗсем вырӑнне урӑххисем килнӗ. 20Чи юлашкинчен пурӑннисем ҫутӑ курнӑ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне пӗлеймен; 21унӑн сукмакӗсене ӑнланса илеймен, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӑслӑлӑх патне ҫитеймен; вӗсем унӑн ҫулӗнчен аякра пулнӑ. 22Ханаанра ун ҫинчен илтмен те, Феманра ӑна курман та. 23Агарь ывӑлӗсем ҫӗр ҫинчи пӗлӗве шыранӑ, Меррӑпа Феман купсисем те, юптаруҫӑсем те, пӗлӗве тишкерекенсем те ҫапла тунӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне тупайман, ун сукмакӗсене асӑрхайман. 24Эй Израиль! мӗн тери аслӑ Турӑ килӗ, мӗн тери анлӑ Ун патшалӑхӗ! 25Аслӑ вӑл, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫӳллӗ, виҫме те ҫук ӑна. 26Унта малтан чаплӑ улӑпсем — аслӑскерсем, вӑрҫа хастарскерсем — пулнӑ. 27Анчах Турӑ вӗсене суйласа илмен, ӑслӑлӑх ҫулне те вӗсене уҫса паман; 28вара вӗсем ӑслӑлӑхӗ ҫуккипе вилсе пӗтнӗ, хӑйсен ӑссӑрлӑхне пула пӗтнӗ. 29Тӳпене хӑпараканӗ пулнӑ-и? ӑслӑлӑха пӗлӗтсем ҫинчен илсе антараканӗ пулнӑ-и? 30Кам тинӗссем урлӑ каҫса тупнӑ ӑна, таса ылтӑнран та пахаскерне, кам илсе килнӗ ӑна? 31Унӑн ҫулне пӗлекен, унӑн сукмакӗсем ҫинчен шухӑшлакан никам та ҫук. 32Анчах Пӗлекенни ӑна пӗтӗмпех пӗлет; Вӑл — ҫӗре ӗмӗрлӗхе Пултараканӗ, ӑна тӑватӑ ураллӑ чӗрчунпа Тултараканӗ — ӑслӑлӑха Хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе уҫнӑ. 33Вӑл ҫутӑ ярса тӑрать, вара ҫутӑ килет, ӑна чӗннӗ те — вӑл Ӑна чӗтресех итленӗ; 34ҫӑлтӑрсем те хӑйсене кӑтартнӑ вырӑнтах ҫуталса кайнӑ, савӑннӑ-хавасланнӑ. 35Вӑл вӗсене чӗннӗ те, вӗсем: «эпир кунтах» тенӗ, хӑйсене Пултараканӗ умӗнче савӑнӑҫпа ҫуталнӑ. 36Ку вӑл — пирӗн Турӑ, урӑххи никам та Унпа танлашаймасть. 37Вӑл ӑслӑлӑхӑн пур ҫулне те тупнӑ, ӑна Хӑйӗн Иаков чурине, Хӑйӗн юратнӑ Израильне панӑ. 38Ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑл ҫӗр ҫине килнӗ, ҫынсем хушшинче ҫӳренӗ.
Currently Selected:
Варух 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: