Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 1
1
1Филопатор, хӑй патне килнӗ ҫынсем каласа панипе, хӑйӗн аллинче пулнӑ ҫӗрсене Антиох туртса илни ҫинчен пӗлсессӗн, мӗнпур ҫарне — ҫураннисене те, юланутлисене те — хушу панӑ та йӑмӑкне Арсинойӑна хӑйпе пӗрле илсе Антиох ҫарӗ тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ Рафия ҫӗршывне тухса кайнӑ. 2Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те. 4Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ. 5Акӑ мӗнле килсе тухнӑ: алла-аллӑн тытӑҫура тӑшмансене пӗтерсе тӑкнӑ, нумайӑшне тыткӑна илнӗ. 6Хӑйӗн тӗллевне пурӑнӑҫа килтерсессӗн, Филопатор, ҫывӑхри хуласене ҫитсе, вӗсене хавхалантарма шухӑш тытнӑ. 7Ҫакна пурӑнӑҫласа, суя турӑсен ҫурчӗсене парнесем парса, вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракансен паттӑрлӑхне ҫирӗплетнӗ.
8Кайран, иудейсем ӑна канашпа аслӑ ҫынсен ятӗнчен саламлама, парнесем пама тата пулса иртнишӗн хӑйсем епле савӑннине пӗлтерме элчӗсем ярсассӑн, вӑл вӗсем патне мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитме кӑмӑл тунӑ. 9Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ. 11Ӑна апла тума юраманни ҫинчен каланӑ: унта хамӑр халӑх ҫыннисен никамӑн та — священниксен те пулин — кӗме ирӗк ҫук, пуриншӗн те пуҫлӑх пулса тӑракан аслӑ священник ҫеҫ унта ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать, тенӗ; анчах Филопатор итлесшӗн те пулман. 12Ӑна саккуна вуласа панӑ, анчах вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн та хӑй шухӑшне улӑштарман: манӑн кӗмеллех, ыттисем ҫак чыса ан курайччӑр та, эпӗ — куратӑп, тенӗ. Тата вӑл: мӗншӗн-ха ытти турӑсен ҫуртне кӗнӗ чухне мана никам та тытса чармарӗ? тесе ыйтнӑ. 13Тахӑшӗ асӑрханмасӑр «япӑх турӑмӑр ҫав» тесессӗн, вӑл ҫапла хуравланӑ: кирек мӗнле сӑлтавпа пултӑр та, анчах ӗҫне тунӑ ӗнтӗ, апла вӗсем хирӗҫ-и, хирӗҫ мар-и, мана кӗме те пулин юрамасть-и вара? тенӗ. 14Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ. 15Хӑйсен пӳлӗмӗнче хупӑнса пурӑнакан хӗрсем те амӑшӗсемпе пӗрле чупа-чупа тухнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл, тӑпра сапнӑ, вӗсем ӗсӗклесе йӗнипе, ахлатнипе урам янӑраса тӑнӑ. 16Тепӗрисем, капӑр тумланнӑскерсем, кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗрленӗ пӳлӗме пӑрахса хӑварсах, ун пек чухне вырӑнлӑ пулакан вӑтану ҫинчен манса кайсах, капӑр тумланнӑ халлӗнех хула тӑрӑх тӗлли-паллисӗр чупкаласа ҫӳренӗ. 17Амӑшӗсемпе ача ӗмӗртекенӗсем вара тин ҫуралнӑ ачисене унта та кунта — хӑшне килӗнче, хӑшне урамрах хӑварса сӑваплӑран та сӑваплӑ Турӑ Ҫурчӗ патне чупнӑ. 18Турра хирӗҫле ирсӗр ӗҫ тума хатӗрленнине кура пуҫтарӑннӑ халӑх ҫапла тӗрлӗ майлӑн кӗлтунӑ. 19Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗсем тата вӑйпах кӗрсе хӑй шутланине тумах сӗмсӗрленекене чарса тӑма та хӑюлӑх ҫитернӗ. Вӗсем алла кӑрал тытма, ашшӗсен саккунӗшӗн паттӑрла вилме чӗннӗ, ҫапла Турӑ Ҫуртӗнчи ҫынсене хытӑ пӑлхатса янӑ; 20аслӑ ҫынсемпе священниксем аран тытса чарсассӑн, вӗсем те кӗлтӑвакансем ҫумне хутшӑннӑ. 21Халӑх пӗр чарӑнмасӑр унчченхи пекех кӗлтуса тӑнӑ. Патшапа пӗрле пулнӑ аслӑ ҫынсем те унӑн мӑнаҫлӑ ӑсне темиҫе хутчен те мӗн шухӑшласа хунинчен пӑрма тӑрӑшнӑ. 22Анчах та вӑл, чӑрсӑрланса кайнӑскер, ниме те вырӑна хуманскер, малтан каланине тӑвасах тесе малалла пӗр утӑм ярса пуснӑ. 23Ҫакна курсассӑн патшапа пӗрле килнисем те, ку тертре Турӑ пулӑштӑрччӗ, ҫак йӗркесӗр те сӗмсӗрле ӗҫе тума ан патӑрччӗ тесе, Пурне те Тытса Тӑракана пирӗннисемпе пӗрлех тархаслама тытӑннӑ. 24Пӗтӗм халӑх пӗрле чунтан-вартан йӑлӑннӑран, татӑлса йӗнӗрен тавралӑх кӗрлесе тӑнӑ; 25сӑваплӑ вырӑна ирсӗрлетнӗрен ӗнтӗ ҫынсем анчах мар, Ҫурт хӳмисем те, пӗтӗм никӗсӗ те вилнӗ евӗр ахлатнӑн туйӑннӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.