YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 3-мӗш ҫырӑвӗ 1

1
1Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — хам чӑннипе юратакан савнӑ Гая.
2Эй савнӑ тӑванӑм! эпӗ саншӑн сывлӑхлӑ пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп, чуну ырӑланса пынӑ пек, санӑн пурте ӑнса пытӑрччӗ тетӗп. 3Кунта килнӗ ӗненекен тӑвансем эсӗ тӗрӗс ӗненсе тӑни ҫинчен, чӑнлӑхпа пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпӗ питӗ савӑнтӑм. 4«Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ» теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн.
5Эй савнӑ тӑванӑм! эсӗ тӑвансемшӗн, иртен-ҫӳреншӗн ху Христоса ӗненнипе ырӑлӑх тӑватӑн; 6вӗсем эсӗ мӗнле юратни ҫинчен ӗненекенсем умӗнче каласа кӑтартрӗҫ. Эсӗ вӗсене Турра юрӑхлӑ ӑсатса ярсан аван тӑвӑттӑн: 7Турӑ ячӗшӗн вӗсем суя тӗнлисенчен нимӗн илмесӗрех тухса кайрӗҫ. 8Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесессӗн, ун пеккисене хапӑл тӑвас пулать.
9Ӗненекен ушкӑна эпӗ ҫырса ятӑм, анчах вӗсем патӗнче пуҫ пулса тӑма юратакан Диотреф пире йышӑнмасть. 10Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унта хам пырсассӑн вӑл тӑвакан ӗҫсем ҫинчен астутарӑп, вӑл пире усал сӑмахпа хӑртать, кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха, тата хӑй те ӗненекен тӑвансене йышӑнмасть, йышӑнас теекенсене те чарса тӑрать, ӗненекен ушкӑнран хӑваласа ярать. 11Эй савнӑ тӑванӑм! усал хыҫҫӑн ан кай, ырӑ хыҫҫӑн кай. Кам ырӑ тӑвать, вӑл — Турӑран; усал тӑвакан ҫын Турра курман. 12Димитрие пурте ырӑ ҫын теҫҫӗ, чӑнлӑх хӑй те ҫавна калать, ӑна эпир те ырӑлатпӑр, эпир калани чӑннине эсир пӗлетӗр.
13Манӑн ҫырмалли нумайччӗ те, анчах хурапа та калемпе ҫырас теместӗп; 14сана часах курса куҫа-куҫӑн калаҫма ӗмӗтленсе тӑратӑп. 15Канӑҫлӑх пултӑр сана; тусӑмӑрсем сана салам калаҫҫӗ; эсӗ те тусӑмӑрсене ятранах салам кала. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in