Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 9
9
1Ҫав вӑхӑталлах Антиох вара Перси ҫӗрӗнчен намӑс курса таврӑннӑ. 2Вӑл Персеполь теекен хулана тапӑнса кӗнӗ пулнӑ, ҫав вырӑнта пуҫҫапакан турӑ ҫуртне ҫаратма, хулана ярса илме пикенсе пӑхнӑ. Ҫавӑнпа халӑх чупса тухнӑ, кӑралпа авӑрланса, хула ҫыннисем Антиоха хӑваласа янӑ, лешӗн ӗнтӗ намӑс тӳссе каялла тармалла пулнӑ. 3Екбатана ҫывӑхӗнче пулнӑ чухне ӑна Никанорпа тата Тимофейпа мӗн пулса иртнине пӗлтернӗ. 4Тилӗрсе кайса, вӑл пӗтӗм ҫиллине хӑйне хӑваласа янӑ иудейсем ҫине тӑкма шутланӑ; ҫавӑнпа та ҫар урапине тытса пыракана лашасене пӗр вӗҫӗм хӑваласа ҫула хӑвӑртлатма хушнӑ, тӳпе сучӗ вара ун хыҫҫӑнах пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл мӑнаҫланса: «унта ҫитсессӗнех Иерусалима иудейсен масарӗ тӑвӑп» тенӗ. 5Анчах Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӑна куҫа курӑнман вӑйпа сывалмалла мар ҫапса ӳкернӗ: ҫак сӑмахсене каласа пӗтернӗ-пӗтерменех унӑн варне этем тӳсейми пӑвса лартнӑ, пӗтӗм ӑшчикӗ хӑрушла ыратма пуҫланӑ; 6Турӑ тӗп-тӗрӗс тунӑ: ҫавна тивӗҫлӗ пулнӑ та вӑл, мӗншӗн тесессӗн хӑй ыттисен вар-хырӑмне тӗрлӗ майпа, никам курман хӗн-асаппа асаплантарнӑ. 7Вӑл пӗрех хӑйӗн мӑнаҫлӑхне нимӗн чухлӗ те чакарман, тата ытларах каппайса кайнӑ, иудейсем ҫине ҫилли тум-хаяррӑн каплана-каплана килнипе ҫула хӑвӑртлатма хистенӗ. Вара ҫапла пулса иртнӗ: вӑл вирхӗнсе пыракан ҫар урапи ҫинчен сирпӗннӗ, ҫапла ӳксе алли-урине йӑлт сусӑрлатса пӑрахнӑ. 8Тин кӑна этемле мар мӑнаҫланса, хӑйне тинӗс хумӗсене итлеттерекенӗ вырӑнне хунӑскерӗ, чи ҫӳллӗ тусене виҫепе виҫме шухӑшланӑскерӗ, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, пурне те Туррӑн куҫкӗрет вӑйне кӑтартса ӑна ҫӗклевӗҫпе йӑтса пынӑ, 9ӗнтӗ усал ҫыннӑн ӳт-пӗвӗнчен темӗн чухлӗ хурт йӑшӑлтатса тухнӑ, чирӗпе асапне пула чӗрӗ чухнех ӳчӗ таткаланса татӑла-татӑла ӳкнӗ; унран тӳсмелле мар ҫӗрӗк усал шӑршӑ пӗтӗм ҫарӗпе сарӑлнӑ. 10Ҫак ҫынна, нумай пулмасть ҫеҫ тӳпери ҫӑлтӑрсене тытма ӗмӗтленнӗскерне, ытла та усал шӑршӑ кӗнипе никам та ҫӗклесе пырайман. 11Халӗ ӗнтӗ вӑл, чирпе авӑнса ӳкнӗскер, хӑйӗн чӑтма ҫук пысӑк мӑнаҫлӑхне маннӑ та Турӑ хаса панипе асапӗ самантсерен вӑйланнӑҫемӗн Турра пӗлме те тытӑннӑ. 12Хӑйӗн ирсӗр шӑршине хӑй те тӳсме пултараймасӑр, вӑл ҫапла каланӑ: «Турра пӑхӑнни тӗрӗс, вилме ҫуралнӑ ҫыннӑн Турӑпа тан пулас тесе мӑнаҫланса шухӑшлама кирлӗ мар» тенӗ. 13Усал ҫын хӑйне каҫарман Ҫӳлхуҫана тархасласа ҫапла каланӑ: 14«эпӗ ҫӗрпе танлаштарса масар тума васканӑ сӑваплӑ хулана ирӗклӗ хула тесе пӗлтеретӗп; 15иудейсене тупӑклӑха пытармасӑр ачисемпе пӗрле ҫӑткӑн кайӑксемпе тискер чӗрчунсене пӑрахса партараттӑм пулсассӑн, халӗ вӗсене пурне те Афинӑ ҫыннисемпе тан тӑватӑп; 16унччен ҫаратса тухнӑ сӑваплӑ Ҫурта чи чаплӑ парнесемпе илемлетӗп, сӑваплӑ савӑтсене пӗтӗмпех каялла тавӑрса парӑп, ытларах та парӑп, парне валли каякан тӑкака хамӑн тупӑшран парса тӑрӑп; 17ку ҫеҫ мар-ха, хам иудей пулса тӑрӑп, ҫын пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнпа иртӳҫӗн Турӑ вӑйӗ ҫинчен пӗлтерсе пырӑп» тенӗ. 18Анчах ыратни нимӗн чухлӗ те чакман, мӗншӗн тесессӗн ӑна Туррӑн тӳрӗ сучӗ ҫитнӗ пулнӑ, вара вӑл, йӑлтах аптӑраса ҫитсе, иудейсем патне ҫакӑн пек йӑлӑнса ҫырса янӑ: 19«Антиох патша тата ҫарпуҫӗ ырӑ иудей граждансене пысӑк савӑнӑҫ, сывлӑх тата ырӑлӑх сунать. 20Эхер те эсир хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле сывӑ халлӗн пурӑнатӑр пулсассӑн, сирӗн ӗҫӗрсем хӑвӑр ӗмӗтленнӗ пекех пыраҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ, тӳпене шанса, Турра питех те, питех те тав тӑватӑп. 21Эпӗ вара чирлӗ выртатӑп, эсир мана хисепленине, манпа кӑмӑллӑ пулнине юратса аса илетӗп. Перси ҫӗрӗнчен таврӑннӑ чухне йывӑр чирлесе ӳксессӗн, эпӗ пӗтӗм халӑх хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла тесе шутларӑм. 22Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм. 26Ҫапла вара манӑн ырӑ ӗҫӗмсене пӗтӗмӗшле те, уйрӑммӑн та асра тытса, ман тӗллӗн те, ывӑлӑм тӗллӗн те паянхи ырӑ кӑмӑлӑра сыхласа хӑварма ӳкӗтлесе ыйтатӑп. 27Вӑл ӗнтӗ, манӑн кӑмӑлӑма пӑхӑнса, сирӗнпе ырӑ кӑмӑллӑ та ҫынлӑхлӑ пуласса шанса тӑратӑп» тенӗ ҫырӑвӗнче Антиох.
28Вара ҫак ҫынвӗлерен, Турра хурлакан, ыттисене асап кӑтартнӑскерӗ, хӑй те йывӑр асап тӳссе пурӑнӑҫне ют ҫӗршыври ту хушшинче мӗскӗн вилӗмпе вӗҫленӗ. 29Унӑн ӳтне Филипп, ачалӑхри тусӗ, тиесе килнӗ, хӑй вара, Антиох ывӑлӗнчен хӑраса, Египет ҫӗрне Птоломей Филопатор патне тухса тарнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.