YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 8

8
1Ҫав вӑхӑтра Иуда Маккавейпа унӑн ҫыннисем халӑх пурӑнакан вырӑнсене вӑрттӑн пыра-пыра йӑхташӗсене пуҫтарнӑ, Иудейӑра юлнисене хӑйсен ушкӑнне йышӑннӑ, ҫапла ултӑ пин таран ар пухӑннӑ. 2Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ. 5Ҫӳлхуҫа ҫилли ырӑлӑха куҫсассӑн, хӑй тавра йышлӑ халӑх пуҫтарса, Маккавей суя тӗнлисемшӗн ҫӗнтерейми вӑй пулса тӑнӑ. 6Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.
8Филипп, ҫак ҫын пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑй пухса пынине, унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫса та ӑнӑҫса пынине курса, Птоломей патне — Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ патне — патша ӗҫӗсене пулӑшма ыйтса ҫыру ҫырнӑ. 9Птоломей вара Никанора — Патрокл ывӑлне, хӑйӗн пӗр чи ҫывӑх тусне — суйласа илнӗ те тӗрлӗ халӑхран пуҫтарнӑ ҫирӗм пин ҫынран кая мар ҫарпа иудейсен пӗтӗм йӑхне тӗп тума янӑ; ӑна тата ҫар ӗҫӗнче ӑста ҫарпуҫне Горгие хушса панӑ. 10Никанор ҫапла йышӑннӑ: патшан Рим ҫыннисене памалли икӗ пин талант хырҫӑна тыткӑна илнӗ иудейсемпе саплаштармалла, тенӗ. 11Ҫавӑнпа ҫийӗнчех тинӗс хӗрринчи хуласене иудейсене чуралӑха туянма сӗнсе ҫынсем янӑ, пӗр талант пуҫне тыткӑна илнӗ тӑхӑрвунӑ ҫын кӳрсе тӑма пулнӑ; анчах хӑй ҫине Пурне те Пултараканран тавӑру — хатӗрех тӑракан тавӑру — ҫитессе кӗтмен вӑл. 12Иудӑна Никанор ҫывӑхарни ҫинчен хыпарланӑ, вӑл вара хӑйпе пӗрле пулнисене ҫар ҫитни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 13хӑравҫӑсем тата Турӑ тавӑрасса ӗненменнисем хӑйсен вырӑнне пӑрахса тарса саланнӑ. 14Тепӗрисем ӗнтӗ хӑйсен мӗн юлнине пӗтӗмпех сута-сута янӑ, хӑйсене, усал Никанор ҫапӑҫу пуҫланичченех сутса янӑскерсене, хӑтармашкӑн Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: 15ку хамӑршӑн пулмасассӑн та, аттемӗрсемпе хывнӑ халалшӑн, пире Хӑвӑн сӑваплӑ та мухтавлӑ ятупа хисепленмелле тунӑшӑн пултӑр, тенӗ.
16Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ. 18Вӑл: вӗсем кӑралпа хӑйсен паттӑрлӑхне шанаҫҫӗ, эпир вара Пурне те Пултаракан Турра шанатпӑр, Вӑл пӗрре сулсах пирӗн ҫине килекенсене те, пӗтӗм тӗнчене те пӗтерме пултарать, тенӗ. 19Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ. 21Ҫапла кала-кала парса, Иуда вӗсене хӑрами туса ҫитернӗ, вӗсем ӗнтӗ саккунсемпе тӑван ҫӗршывшӑн вилме те хатӗр пулнӑ. Иуда вара ҫара тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ, 22кашни ушкӑнне ертсе пыма хӑйӗн тӑванӗсене Симона, Иосифа тата Ионафана уйӑрса лартнӑ, вӗсене кашнинех пин те пилӗкҫӗр ҫын пӑхӑнса тӑнӑ. 23Унтан Елеазара сӑваплӑ кӗнеке вулама хушнӑ, хӑй вара, Турӑран пулӑшу ҫитессе шантарса, «Турӑ пулӑшнипе!» тесе паллӑ панӑ та, малти ушкӑнне ертсе, Никанора хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. 24Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ. 25Хӑйсене туянма килнисен укҫине те илнӗ; вӗсене инҫетех хӑваласа кайнӑ, вӑхӑчӗ чарнипе ҫеҫ каялла таврӑннӑ, 26мӗншӗн тесессӗн ку шӑматкун умӗнхи кун пулнӑ; ҫав сӑлтава пула вӗсем Никанор ҫыннисене текех малалла хӑваламан. 27Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ. 28Шӑматкун хыҫҫӑн, туртса илнӗ тупӑшран аманнисем валли, тӑлӑх арӑмсем тата тӑлӑх ачасем валли пай хӑварса, ыттине хӑйсемпе хӑйсенӗн ачисем хушшинче уйӑрнӑ. 29Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем халӑхпа пухӑнса кӗлтунӑ, ырӑ кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана Хӑйӗн чурисемпе йӑлтах килӗштерме йӑлӑннӑ. 30Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ. 31Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ. 32Тимофей ҫарӗн ҫулпуҫне те, ҫав тери йӗркесӗр те усал ҫынна, иудейсене сахал мар инкек кӳнӗскере, вӗлернӗ. 33Кайран, тӑван ҫӗр ҫинчи ҫӗнтерӗве савӑнӑҫлӑн уявланӑ май, вӗсем Каллисфена тата сӑваплӑ хапхана вут тивертсе ҫунтарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫурта тарса пытаннӑ хӑш-пӗр ҫынна ҫунтарса янӑ; ҫапла кусене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн тивӗҫлипех тавӑрнӑ. 34Усалран та усал Никанора вара, иудейсене туянма пиншер купса илсе килнӗскере, 35Турӑ пулӑшнипе, хӑй нимӗн вырӑнне те хуманнисемех намӑса хӑварнӑ, капӑр тумтирне хывса пӑрахса, таркӑн чура пек курӑнса, вӑл пӗчченех шалти ҫӗрсем урлӑ Антиохие ҫитнӗ, ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн питех те хытӑ пӑшӑрханнӑ. 36Рим ҫыннисене тӳлемелли хырҫӑна Иерусалимра тыткӑна илнисене сутса саплаштарма пулнӑ ҫын ӗнтӗ «иудейсене Турӑ хӳтӗлет, вӗсем ҫавна пула тӗрӗс-тӗкел юлаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ хунӑ саккунсене пӑхӑнаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in