YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 15

15
1Никанор вара, Иудӑпа унӑн ҫыннисем Самари ҫӗршывӗнче пулнине пӗлсессӗн, вӗсене канӑҫлӑх кунӗнче пӗр чӑрмавсӑр тапӑнма шутланӑ. 2Ӑна ирӗксӗртен ҫул кӑтартса пыракан иудейсем: «ҫапла хаяррӑн, этемле мар ан пӗтерсем ӗнтӗ вӗсене, Пурне те Курса Тӑракан сӑваплӑ тунӑ куна хисеплесем» тесессӗн, 3ҫак киревсӗр ҫын: «шӑматкуна уявлама хушакан Патша тӳпере пурах-ши вара?» тенӗ. 4Лешӗсем: «пур — ҫиччӗмӗш куна уяма хушнӑ чӗрӗ Ҫӳлхуҫа, Тӳпе Патши Вӑл» тесессӗн, 5Никанор ҫапла каланӑ: «эпӗ вара — ҫӗр ҫинчи хуҫа, алла кӑрал тытма, патша ирӗкне пурӑнӑҫлама хушаканӗ» тенӗ. Анчах вӑл хӑйӗн шухӑшне пурӑнӑҫлама ӗлкӗреймен. 6Виҫесӗр мӑнаҫлӑхпа хӑпартланса, Никанор Иуда ҫыннисене тӗппипех ҫӗнтерме шутланӑ. 7Маккавейӗ вара хӑйсене Ҫӳлхуҫа хунтӑласса пӗр иккӗленмесӗр шанса тӑнӑ. 8Вӑл, хӑйпе пӗрле пулнисене суя тӗнлисем тапӑнса килнинчен хӑрама кирлӗ маррине, унччен те тӳперен пулӑшу килсех тӑнине аса илсе, халӗ те Пурне те Тытса Тӑраканран ҫӗнтерӳпе пулӑшу кӗтме ӳкӗтленӗ. 9Хӑйӗн ҫыннисене саккунпа пророксем пама пулнӑ ырӑлӑхсемпе лӑплантарса, вӗсем хӑйсем те паттӑрла ӗҫсем тунине аса илтерсе, вӑл вӗсене хастар пулма хавхалантарнӑ. 10Вӗсенӗн чунне хускатса, суя тӗнлисен каварлӑхне, вӗсем тупа сӑмахне пӑснине аса кӳрсе ӳкӗтленӗ. 11Вӑл кашни ҫыннине ҫирӗп хулканпа сӑнӑран ытларах витерӳллӗ ырӑ сӑмахпа хӳтӗлентернӗ тата пурне те хӑйӗн тӗлӗкӗ чӑна тухма пултарни ҫинчен каласа савӑнтарнӑ.
12Унӑн тӗлӗкӗ ҫавнашкал пулнӑ: вӑл аслӑ священник пулнӑ Онияна — тӳрӗ те ырӑ ҫынна, пӑхма хисеплӗ, чунӗпе йӑваш, сӑмахӗпе кӑмӑллӑ, ачаранах мӗн ыррине ӑша хывнӑ ҫынна — курнӑ; вӑл, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм Иудея халӑхӗшӗн кӗлтунине курнӑ. 13Унтан ӑна тепӗр ар курӑннӑ: илемӗ унӑн — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ те мухтав, аслӑлӑхӗ — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнмелле. 14Вара Ония каланӑ: «ку — тӑвана юратакан, халӑхшӑн тата сӑваплӑ хулашӑн нумай кӗлтӑвакан Иеремия, Турӑ пророкӗ» тенӗ. 15Вара Иеремия, сылтӑм аллине тӑсса, Иудӑна ылтӑн хӗҫ панӑ, панӑ чухне ҫапла каланӑ: 16«ил ҫак сӑваплӑ хӗҫе, Турӑ парни вӑл, эсӗ унпалан тӑшмансене аркатӑн» тенӗ.
17Иудӑн тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахӗпе — паттӑрлӑх кӳрекен, ҫамрӑксен чӗрине ҫирӗплетекен сӑмахпа — лӑпланнӑ иудейсем тапӑрӑн тӑрас темен, хӑюллӑн тапӑнса, пӗтӗм паттӑрлӑхпа ҫапӑҫса ӗҫе татса пама шутланӑ, мӗншӗн тесессӗн хула, сӑваплӑ вырӑн, Турӑ Ҫурчӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. 18Хӗрарӑмсемпе ачасемшӗн, тӑвансемпе хурӑнташсемшӗн кӗрешесси чи кирли пек туйӑнман вӗсене; пуринчен ытла Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗшӗн хӑраса тӑнӑ. 19Хулара юлнисенӗн те сахал мар пӑшӑрханма тивнӗ, вӗсем ӗнтӗ хирте пулса иртес ҫапӑҫу пирки пӑлханса шухӑшланӑ.
20Ҫапла вара, пурте ӗҫе татса парас вӑхӑта кӗтнӗ чухне, тӑшман ҫарӗ пуҫтарӑнса ӗрете тӑрса тухсассӑн, сӑлансене хӑйсен вырӑнне тӑратсассӑн, утлӑ ҫар икӗ енӗпе вырӑнаҫса тӑрсассӑн, 21Маккавей, йышлӑ ҫар тапӑнса килнине, хатӗррӗн тытса тӑракан тӗрлӗ кӑрала тата сӑлансем хаярланса ҫитнине курсассӑн, — ҫӗнтерӗве кӑралпа ҫӗнсе илейменнине, ӑна, Хӑйне кирлӗ пек, Турӑ Хӑй тивӗҫлисене парнеленине пӗлӳҫӗн, — аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ те кӗтретсем тӑвакан, пурне те курса тӑракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ. 22Хӑйӗн кӗллинче вӑл ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, иудейсен патши Езекия вӑхӑтӗнче Эсӗ Ангел ярса патӑн, вӑл вара Сеннахирим ҫарӗнчи ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкрӗ. 23Эй тӳпе Ҫӳлхуҫи, халӗ те тӑшмансене хӑратма, сехӗрлентерме пирӗн умран пымашкӑн ырӑ Ангел ярсамччӗ. 24Хӑвӑн сӑваплӑ халӑху ҫине усал шухӑшпа килекенсене Санӑн хӑватлӑ аллу тӗп тутӑр» тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл хӑйӗн кӗллине вӗҫленӗ. 25Никанор ҫынннисем трупа кӑшкӑртса, хыттӑн шавласа пынӑ, 26Иуда ҫыннисем вара ҫапӑҫӑва Турра асӑнса, кӗлтуса кӗнӗ. 27Вӗсем, уҫҫӑнах курӑнакан Турӑ пулӑшӑвӗпе хавхаланнӑскерсем, аллипе вӑрҫӑ вӑрҫса, чӗрипе Турра кӗлтуса вӑтӑр пилӗк пинрен кая мар ҫын пӗтернӗ. 28Вӗсем Никанор вилнине пӗлмен пулнӑ, ӗҫ вӗҫлесе каялла таврӑннӑ чухне вара вӗсем Никанор виллине курнӑ — лешӗ хӑйӗн пӗтӗм вӑрҫӑ кӑралӗпех выртнӑ. 29Кӑшкӑрашупа шӑв-шав лӑплансассӑн, вӗсем ашшӗсен чӗлхипе Ҫӳлхуҫана мухтанӑ. 30Вара Иуда — тӑван халӑхӗшӗн ӳчӗпе те, чунӗпе те пуринчен ытларах тӑрӑшаканскер, хӑйӗн чи лайӑх ҫулӗсене йӑхташӗсемшӗн панӑскер — Никанор пуҫне тата аллипе хулпуҫҫине касса Иерусалима илсе кайма хушнӑ. 31Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ. 34Ӗнтӗ пурте, тӳпенелле пӑхса, пулӑшу янӑ Ҫӳлхуҫана ҫапла каласа мухтанӑ: «Хӑйӗн вырӑнне мӑшкӑлтан Сыхласа Хӑвараканӗ мухтавлӑ!» тенӗ. 35Никанор пуҫне вара, вӑл Ҫӳлхуҫа пулӑшӑвӗн палли пулнине пурне те кӑтартмашкӑн, керем ҫине ҫакса хунӑ. 36Унтан пурте пӗрле калаҫса татӑлса ҫапла тума палӑртнӑ: ҫакӑ куна нихӑҫан та чаплӑн уявламасӑр хӑвармалла мар, ҫирӗммӗш уйӑхӑн, Сири чӗлхипелен адар уйӑхӗ тенӗскерӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунне, Мардохей кунӗнчен пӗр кун маларах килекен куна, уявпа чысламалла тенӗ.
37Ҫапла вӗҫленнӗ Никанор ӗҫӗ; ҫав вӑхӑтран пуҫласа хула еврейсен аллинчех юлнине каласа, эпӗ те хамӑн сӑмахӑма вӗҫлетӗп. 38Эхер те эпӗ лайӑх та тивӗҫтермелле ҫырайрӑм пулсассӑн, эппин, эпӗ шӑпах ҫапла тӑвас тенӗччӗ; эхер те вӑйсӑр та вӑтам кӑна пулсассӑн, ҫапах та эпӗ вӑйӑм ҫитнӗ таран турӑм. 39Эрехне хӑйне кӑна, тепӗр чухне шывне кӑна ӗҫме кӑмӑллах мар, шывпа хутӑштарнӑ эрех вара — тутлӑ, ӗҫме те кӑмӑллӑ; ҫавӑн пекех ҫырни те виҫеллӗ пулсассӑн ҫеҫ вулаканӑн хӑлхине килентерет. Ҫакӑнпа вӗҫлӗпӗр те.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in