Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 14
14
1Виҫӗ ҫул иртсессӗн Иудӑпа унӑн ҫыннисем патне Селевк ывӑлӗ Димитрий вӑйлӑ ҫарпа — тип ҫӗр тата тинӗс ҫарӗпе — Триполис пристаньне ишсе килнӗ те, 2ҫӗршыва ярса илсе, Антиохпа унӑн пеккунне Лисие вӗлернӗ текен хыпар ҫитнӗ.
3Алким теекенскер — унччен аслӑ священник пулнӑ, анчах пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра хӑйӗн ирӗкӗпе ирсӗрленнӗскер — хӑй нимӗнле майпа та ҫӑлӑнса юлаймасса, уншӑн сӑваплӑ парне вырӑнӗ патне ҫул пулмасса ӑнланса, 4ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулхине Димитрий патша патне пынӑ, ӑна ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма турачӗ парнеленӗ, унсӑр пуҫне вӑл тата Турӑ Ҫурчӗн харпӑрлӑхӗ шутланакан ҫу йывӑҫӗн турачӗсене парнеленӗ; ҫав кунхине Алким нимӗн те ыйтман-ха. 5Хӑйне Димитрий канаш пухӑвне чӗнсессӗн вара, унран иудейсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ мӗнлереххи ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл, ӑссӑр шухӑшне пурӑнӑҫламашкӑн меллӗ самантпа усӑ курса, ҫапла каланӑ: 6иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вӗсен ҫулпуҫӗ — Иуда Маккавей, ҫавсем вӑрҫӑ майлӑ, пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑха тулӑхлӑ пулма памаҫҫӗ. 7Ҫавӑнпа та эпӗ, асаттемсен чысӗсӗр тӑратса хӑварнӑскер, урӑхла каласассӑн, аслӑ священникран кӑларнӑскер, халӗ кунта килтӗм, 8пӗрремӗшӗнчен, эпӗ патша харпӑрлӑхӗшӗн пӗтӗм чунтан тӑрӑшатӑп, иккӗмӗшӗнчен, хамӑн халӑхӑмшӑн пӑшӑрханатӑп: ӗнтӗ асӑннӑ ҫынсен ӑссӑрлӑхне пула пирӗн йӑх сахал мар инкек тӳсет. 9Эсӗ вара, патшамӑр, ҫакна пӗлӳҫӗн, хӑв пур ҫынна та юратнипе ҫӗршывшӑн тата пирӗн пусмӑр тӳсекен йӑхшӑн тӑрӑшсамччӗ: 10ӗнтӗ Иуда пулнӑ чухне канлӗх пулмӗ, тенӗ. 11Вӑл ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Иудӑна юратман ытти канашҫӑсем Димитрие тата хытӑрах хӗтӗртсе янӑ. 12Вӑл ӗнтӗ ҫийӗнчех сӑлансемпе хуҫаланакан Никанора чӗнтернӗ те ӑна Иудейӑри ҫарпуҫне лартса унта янӑ: 13Иудӑна вӗлерме, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене салатса яма, Алкима вара Турӑ Ҫурчӗн — мухтавлӑ Ҫуртӑн — аслӑ священникне лартма хушнӑ. 14Вара Иудейӑран Иуда патӗнчен тарса кайнӑ суя тӗнлӗ ҫынсем, иудейсен хурлӑхӗпе инкек-синкекӗ хӑйсене ырӑлӑх кӳрессе шанса, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе Никанор патне пуҫтарӑнса пынӑ. 15Иудейсем вара, Никанор вӑрҫӑпа тухни ҫинчен, ун ҫумне суя тӗнлисем хутшӑнни ҫинчен илтсессӗн, пуҫӗ ҫине тӑпра сапса, Хӑйӗн халӑхне ӗмӗрлӗхе Суйласа Илнӗскере, Хӑйӗн еткерне яланах уҫҫӑн хӳтӗлекене кӗлтунӑ. 16Хӑйсенӗн ҫулпуҫӗ хушнипе вӗсем унтан васкасах тапранса тухнӑ та Дессау ялӗ ҫывӑхӗнче Никанор ҫыннисене тӗл пулнӑ. 17Симон — Иуда тӑванӗ — Никанорпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ, анчах та тӑшман кӗтмен ҫӗртен тапӑннине пула кӗҫех пысӑк мар ҫухату тӳснӗ. 18Анчах та Никанор — Иуда ҫыннисен паттӑрлӑхӗ ҫинчен, тӑван ҫӗршывӗшӗн вӗсем епле хӑюллӑн ҫапӑҫни ҫинчен илтнӗскер — ӗҫе юн тӑксах татса пама хӑранӑ; 19ҫавӑнпа вӑл Посидоние, Феодота тата Маттафийӑна иудейсемпе килӗшӳ тума янӑ. 20Ҫакна нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, ҫулпуҫӗ ҫакӑн ҫинчен халӑха пӗлтерсессӗн, пӗр шухӑш патне пырса тухнӑ: вӗсем калаҫу ирттерме килӗшнӗ, 21хӑҫан пӗрле пуҫтарӑнмалли кунне палӑртса хунӑ, ҫав кун ҫитсессӗн кашнийӗ валли уйрӑм пукан лартса тухнӑ. 22Иуда, тӑшман енчен кӗтмен ҫӗртен мӗнле те пулин усал ӗҫ ан пултӑр тесе, меллӗ вырӑнсене кӑраллӑ ҫынсене тӑратса тухнӑ — вара вӗсем лӑпкӑн канашланнӑ. 23Никанор пӗр вӑхӑт Иерусалимра пулнӑ — пӗрре те юрӑхсӑр ӗҫ туман, пуҫтарӑннӑ халӑха каялла янӑ. 24Вӑл Иудӑна яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳренӗ, ҫак ҫынна пӗтӗм чунтан хисеплеме пуҫланӑ; 25ӑна авланма, ача-пӑчаллӑ пулма ӳкӗте кӗртнӗ. Иуда авланнӑ, лӑпланнӑ, киленсе пурӑннӑ. 26Алким вара, вӗсем пӗр-пӗрне хисепленине, хӑйсем хушшинче килӗштерсе пурӑннине курсассӑн, тӳрех Димитрий патне кайнӑ, вӑл ӑна Никанор патшалӑха хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытнӑ: Иудӑна — патшалӑха хирӗҫ усал ӗҫ тума шухӑшлакана — хӑйӗн хыҫҫӑнхи ҫын пулма лартнӑ тесе каласа панӑ. 27Патша вара, ҫак усал ҫыннӑн элекӗпе ҫилленсе те тарӑхса кайса, Никанор патне ҫыру ҫырса янӑ, ун пек килӗшӗве чӑтма пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Маккавее халех сӑнчӑрласа Антиохие илсе пыма хушнӑ. 28Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Никанор пӑлханса ӳкнӗ, нимӗнле тӗрӗсмарлӑх та туман ҫынпала иккӗшӗ хушшинче ҫирӗпленнӗ килӗшӗве татмалла пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханнӑ. 29Патшана хирӗҫ тӑма юраманнипе, ҫакна чеелӗхпе пурӑнӑҫлама майлӑ самант ҫаврӑнса тухасса кӗтнӗ.
30Маккавей вара Никанор ун тӗлӗшшӗн сивӗннине, ахаль тӗлпулусенче те тӳрккесрех пулнине асӑрхаса, ку тӳрккеслӗх ырра пӗлтермест тесе шутласа илнӗ те хӑйӗн ҫыннисене сахалах мар пуҫтарса Никанортан тарса ҫухалнӑ. 31Никанор, хӑйӗнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пӗлсессӗн, священниксем йӑла тӑрӑх парне кӳнӗ чухне Туррӑн аслӑ та сӑваплӑ Ҫуртне пынӑ, ҫав ҫынна тытса пама хушнӑ. 32Священниксем вӑл шыракан ҫын ӑҫта иккенне пӗлместпӗр тесе тупа тусах каласассӑн, 33вӑл, сылтӑм аллине Турӑ Ҫурчӗ еннелле тӑсса, тупа туса каланӑ: эхер те эсир мана Иудӑна тытса ҫыхса памастӑр пулсассӑн, эпӗ ҫак Турӑ Ҫуртне ҫӗрпе танлаштаратӑп, парне вырӑнне ишсе антаратӑп, вара ҫакӑнта Диониса халалласа чаплӑ ҫурт лартатӑп, тенӗ. 34Ҫапла каласассӑн, вӑл тухса кайнӑ. Священниксем, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, халӑхӑмӑра яланах Хӳтӗлекене тархасласа каланӑ: 35эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана нимӗн те кирлӗ мар, Эсӗ ҫак Ҫурта пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнмалли вырӑну тума кӑмӑлланӑ. 36Халӗ вара, пур сӑваплӑхӑн Сӑваплӑ Ҫӳлхуҫи, тин кӑна тасатнӑ ҫак Ҫурта ирсӗрлетме ан парсамччӗ, ӗмӗр-ӗмӗр тасан упрасамччӗ, йӗркесӗр ҫынсен ҫӑварне хупласамччӗ, тенӗ.
37Никанора Иерусалимри пӗр аслӑ ҫын ҫинчен, Разис теекенскер ҫинчен, евитлесе панӑ: вӑл — халӑх тусӗ, ырӑ ятлӑ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗшӗн ӑна иудейсен ашшӗ теҫҫӗ; 38иртнӗ пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра вӑл иудейсен тӗнӗ ытти халӑхсен тӗнӗпе хутшӑнса каясран сыхӑ тӑнӑ, иудейсене ҫапла сыхласа хӑварасшӑн вӑл ӳтне те, чунне те хӗрхенмен тесе каласа панӑ. 39Никанор, иудейсене мӗн тери курайманнине кӑтартас тесе, ҫав ҫынна тытса килме пилӗкҫӗр ытла ҫар ҫынни янӑ: 40вӑл ӗнтӗ ӑна тытса хупсассӑн иудейсене инкек кӳрӗп тесе шутланӑ. 41Ҫар ҫыннисен эшкерӗ пашнене йышӑнасшӑн картиш хапхи патнелле талпӑннӑ вӑхӑтра, хапхана чӗртсе ямашкӑн вут-ҫулӑм илсе пыма хушсассӑн, Разис вара, хӑйне пур енчен те ҫавӑрса илнине курса, хӑйне хӑй хӗҫпе чикнӗ, 42вӑл йӗркесӗр ҫынсен аллине лексе хӑйӗн ырӑ ятне тивӗҫсӗр чыссӑрлатиччен чаплӑн вилес тенӗ. 43Васканипе вӑл вилмеллех чикӗнеймен, эшкер ӗнтӗ алӑка ҫӗмӗрме пуҫланӑ, Разис вара харсӑррӑн хӳме ҫине чупса хӑпарнӑ та ҫавӑнтан хӑюллӑн халӑх хушшине сикнӗ. 44Унта тӑракансем васкасах сирӗлнӗ те пушӑ вырӑн тӑрса юлнӑ, вӑл вара шӑп варрине хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ. 45Вӑл сывланӑ-ха, шарласа юн юхнине тата йывӑр суранӗсене пӑхмасӑрах, тарӑху ҫулӑмӗпе ҫунаканскер, ура ҫине тӑнӑ та халӑх витӗр чупса кайса чӑнкӑ чул ҫинче чарӑнса тӑнӑ. 46Юнӗ кайнипе вӗҫнех ҫитнӗскер, вӑл ӑшчиккине тӑпӑлтарса кӑларнӑ та икӗ аллипе тытса ӑна аялалла ывӑтнӑ, вара пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх Ҫӳлхуҫине хӑйне тепӗр хут пурӑнӑҫпа чӗрӗлӗх пама тархасласа пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.