Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 13
13
1Ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта Иудӑпа пӗрле пулнисем патне Антиох Евпатор йышлӑ ҫарпалан Иудея ҫине килет теекен хыпар ҫитнӗ, 2патша пеккунӗ, патшалӑха тытса тӑракан Лисий та унпа пӗрлех иккен, вӗсен кашнийӗн — эллин ҫарӗ: ҫӗр вунӑ пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин те виҫҫӗр юланутҫӑ, ҫирӗм икӗ сӑлан тата ҫивӗч хӗҫлӗ виҫҫӗр ҫар урапи. 3Патшалӑха ҫӑлса хӑварас шухӑшпа мар, пуҫлӑх вырӑнне илес шанчӑкпа, Антиоха питӗ чеен хӗтӗртсе, Менелай та вӗсемпе пӗрлешнӗ. 4Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ. 5Ҫав вырӑнта кӗл тултарнӑ пашне, аллӑ чике ҫӳллӗшскер, ларать; ун ӑшӗнче ҫавӑрӑнса тӑрса кӗл ҫине анса ларакан сӑпрай пулнӑ. 6Турӑ саккунӗсене пӑсакансене тата виҫерен тухса ытти усал ӗҫ тӑвакансене яланах ҫавӑнта пӑрахса вӗлереҫҫӗ. 7Ҫавӑн пек вилӗмпе вилме лекнӗ ӗнтӗ усал Менелая, ӑна ҫӗре те пытарман, — ку питех те тӗрӗс пулнӑ: 8вӑл, Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен вырӑна хирӗҫ — вучӗ те, кӗлӗ те сӑваплӑ шутланакан парне вырӑнне хирӗҫ — нумай ҫылӑх тунӑскер, вилӗмне те кӗл ӑшӗнче тупнӑ.
9Ҫав хушӑра патша, ӑссӑр та хаярскер, малаллах кайнӑ, иудейсене вӑл хӑй ашшӗ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ асапран та хӑрушӑрах инкек-синкек кӳме шухӑшланӑ. 10Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда халӑха ир те, каҫ та Ҫӳлхуҫана кӗлтума, саккунсӑр, тӑван ҫӗрсӗр, Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх умӗнче Вӑл халӗ те унчченхи пекех Хӑйӗн пулӑшӑвне ятӑрччӗ, 11тин кӑна кӑштах лӑпланнӑ халӑха Вӑл усал чӗлхеллӗ суя тӗнлисен пусмӑрне ан патӑрччӗ тесе тархаслама хушнӑ. 12Ҫынсем, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, виҫӗ кун хушши йӗрсе, типӗ тытса, чӗркуҫленсе ларса Ҫӳлхуҫана — хӗрхенекен Ҫӳлхуҫана — пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ; вара Иуда вӗсене ырланӑ, хатӗрленсе тӑма хушнӑ. 13Аслӑ ҫынсемпе ҫеҫ юлсан, вӗсемпе канаш тытнӑ, вара патша ҫарӗ Иудейӑна ҫитсе хулана ярса иличчен маларах хирӗҫ тухма, ӗҫе Турӑ пулӑшнипе татса пама шутласа хунӑ. 14Хӑйсене упрама Тӗнчене Пултаракана шанса, Иуда хӑйӗн ҫыннисене саккунсемшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн, хулашӑн, тӑван ҫӗршӗн, граждан ирӗклӗхӗшӗн паттӑррӑн, пурӑнӑҫа хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма ӳкӗтленӗ, вара хӑйӗн ҫарне Модин ҫывӑхӗнче вырӑнаҫтарса тухнӑ. 15Хӑйпе пӗрле пулнисене «Турӑ ҫӗнтерӗвӗ» текен паллӑ парса, вӑл суйласа илнӗ патвар ҫамрӑксемпе ҫӗрле патша чатӑрне тапӑннӑ, унӑн ҫарӗнчи тӑватӑ пине яхӑн ҫынна вӗлернӗ, кунсӑр пуҫне чи пысӑк сӑланне ун ҫинче ларакан халӑхӗ-мӗнӗпе тӗп тунӑ. 16Юлашкинчен, патша ҫарне сехӗрлентерсе-пӑлхатса хӑварса, чиперех каялла кайнӑ. 17Ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хӳттипе тул ҫутӑласпа пулса иртнӗ. 18Патша, иудейсен паттӑрлӑхне пӗлсе ҫитнӗскер, хӑш-пӗр вырӑна чеелӗхпе тытса илме хӑтланнӑ. 19Вӑл ӗнтӗ иудейсен тӗреклӗ керемне Вефсурӑна тапӑннӑ, анчах тарса кайма, парӑнма тивнӗ, ҫухату тӳснӗ. 20Иуда керемри ҫынсене мӗн кирлине пӗтӗмпех яра-яра панӑ. 21Иудейсен ҫарӗнчи Родок ятлӑ пӗр ҫын тӑшмансене ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтернӗ, ӑна ӗнтӗ шыраса тупнӑ, ярса тытса хупса лартнӑ. 22Иккӗмӗш хутӗнче патша Вефсура ҫыннисемпе калаҫса татӑлнӑ; вӑл вӗсене килӗшӳ сӗннӗ, лешӗсем ҫакӑнпа килӗшнӗ, вара вӑл, унтан кайса, Иуда ҫыннисене тапӑннӑ, анчах ӑна хӑйне аркатса тӑкнӑ. 23Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ. 25Ун хыҫҫӑн вӑл Птолемаидӑна кайнӑ: Птолемаида ҫыннисем килӗшӳпе кӑмӑлсӑр пулнӑ, мӗн калаҫса татӑлнине сивленӗ, ӑна пӑрахӑҫласшӑн пулнӑ. 26Сут тӑвакан вырӑна Лисий тухнӑ, май килнӗ таран хӳтӗленнӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртнӗ, лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрнӑ та Антиохие тухса кайнӑ. Ҫапӑҫу ҫапла вӗҫленнӗ, патша ӗнтӗ каялла таврӑннӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.