Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 12
12
1Ҫак килӗшӳ-тату ӗҫӗсене вӗҫлесессӗн, Лисий патша патне кайнӑ, иудейсем вара ҫӗр ӗҫне пикеннӗ. 2Анчах вырӑнти ҫарпуҫсем Тимофей тата Геней ывӑлӗ Аполлоний, ҫавӑн пекех Иеронимпа Димофон, вӗсемсӗр пуҫне Кипр пуҫлӑхӗ Никанор вӗсене лӑпкӑ та хӑрамасӑр пурӑнма май паман. 3Иоппи ҫыннисем вара Турра хирӗҫле ҫакӑн пек ӗҫ тунӑ: вӗсем, усал шухӑш тытнине палӑртмасӑр, хӑйсемпе пӗрле пурӑнакан иудейсене арӑмӗсемпе, ачи-пӑчипе пӗрле хӑйсем малтанах хатӗрлесе хунӑ кимӗсем ҫине ларма сӗннӗ. 4Вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнӑ иудейсем пӗр иккӗленмесӗр карап ҫине ларнӑ, Иоппи ҫыннисем вара шалалла ишсе кӗнӗ те вӗсене шыва путарнӑ, унта икҫӗр ҫынран кая мар пулнӑ. Ҫакна вӗсем пӗтӗм хула халӑхӗ ҫапла йышӑннипе тунӑ. 5Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ. 7Ҫак вырӑн хупӑ тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл кунта татах килсе Иоппи ҫыннисене пурне те тӗп тума шутласа каялла кайнӑ. 8Иамния ҫыннисем те хӑйсем патӗнче пурӑнакан иудейсене ҫаплах тума шутланине пӗлсессӗн вара, 9вӑл ҫӗрле Иамния ҫыннисене те тапӑннӑ, пристаньпе карапсене ҫунтарса янӑ, пушар ҫути хӗрӗх стадире ларакан Иерусалимра та курӑнса тӑнӑ.
10Тимофее хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ чухне, ҫав вырӑнтан тӑхӑр стади пӑрӑнса кайсассӑн, вӗсем ҫине арабсем — пилӗк пин ҫынран, пилӗкҫӗр юланутҫӑран кая мар — тапӑннӑ. 11Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ. 12Иуда вара, вӗсем чӑнах та нумай тӗлӗшрен усӑллӑ пулма пултарассине ӑнланса, вӗсемпе килӗшнӗ; килӗшу тунӑ хыҫҫӑн арабсем хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ. 13Иуда тата ҫирӗп кӗперлӗ, йӗри-тавра хӳме тытса ҫавӑрнӑ, тӗрлӗ халӑх пурӑнакан Каспин ятлӑ хулана тапӑннӑ. 14Хула ҫыннисем, тӗреклӗ хӳмине тата апат-ҫимӗҫ нумаййине шанса, ытла та чӑрсӑр хӑтланнӑ: Иуда ҫыннисене усаллӑн хӑртнӑ, Турра хурланӑ, киревсӗр сӑмахпа вӑрҫнӑ. 15Анчах Иуда ҫынннисем тӗнченӗн аслӑ Патшине — Иисус вӑхӑтӗнче хӳмене ҫӗмӗрекен машинӑпа сӑпрайсӑрах Иерихон хулине аркатнӑскерне — пулӑшӑва чӗнсе хӳме ҫине тискер кайӑкла сиксе ӳкнӗ. 16Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.
17Ҫав вырӑнтан ҫичҫӗр аллӑ стади кайсассӑн, вӗсем Харак ятлӑ хулана, тувиинсем тенӗ иудейсем патне ҫитнӗ; 18анчах унта Тимофее тӗл пулайман, лешӗ, нимӗн тумасӑрах, ку ҫӗршывран тухса кайнӑ, ҫапах та пӗр вырӑнта питӗ вӑйлӑ хурал хӑварнӑ. 19Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ. 20Вара Маккавей, хӑйӗн ҫарне темиҫе ушкӑна пайласа, Досифейпа Сосипатра вӗсене ертсе пыма лартса, Тимофее тапӑнма васканӑ, Тимофейӑн хӑйпе пӗрле ҫӗр ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пин те пилӗкҫӗр ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ. 21Иуда ҫывӑхарса килни ҫинчен пӗлсессӗн, Тимофей хӗрарӑмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янӑ, мӗншӗн тесессӗн вырӑнӗ хӗсӗккине пула ку кереме ҫавӑрса илме май пулман. 22Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ. 23Иуда вӗсене ҫине тӑрсах йӗрлесе пынӑ, суя тӗнлисене вӗлернӗ, вӑтӑр пине яхӑн ҫынна тӗп тунӑ. 24Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук. 25Вӑл вӗсене сыввӑн тавӑрса пама пулса темӗнле те кала-кала ӗнентернӗ хыҫҫӑн, тӑванӗсене ҫӑлса хӑварас тесе, иудейсем ӑна ирӗке янӑ.
26Ҫакӑн хыҫҫӑн Иуда ӗнтӗ Карнионпа Атаргатиона хирӗҫ кайса та ҫирӗм пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ. 27Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ. 28Анчах Иуда ҫыннисем Пурне те Пултаракана, Хӑйӗн хӑвачӗпе тӑшман вӑйне аркатакан Турра, хӑйсене пулӑшма чӗннӗ те ҫак хулана ярса илнӗ, унта пулнӑ ҫирӗм пилӗк пине яхӑн ҫынна пӗтернӗ. 29Унтан тапранса тухсассӑн, вӗсем Иерусалимран ултҫӗр стадире ларакан Скифополь хули ҫинелле талпӑннӑ. 30Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
32Аллӑмӗш кун уявӗ теекен уяв хыҫҫӑн вӗсем Идумея ҫарпуҫне Горгие хирӗҫ кайнӑ. 33Лешӗ виҫӗ пин ҫуран ҫынлӑ, тӑватҫӗр юланутлӑ ҫарпа тухнӑ. 34Ҫапӑҫура иудейсем нумай пӗтмен. 35Досифей — Вакинора пӑхӑнса ҫапӑҫнисенчен пӗри, юланутҫӑ, вӑйпитти ар — Горгие ярса тытнӑ, ҫав ылханлӑ ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илес тесе, ӑна юпӑнчинчен ҫатӑрласа сӗтӗрсе пынӑ; анчах Фракия юланутҫисенчен пӗри ун патне сиктерсе ҫитнӗ те хулне касса пӑрахнӑ, Горгий вара Марисӑна тарса кайнӑ. 36Ездринпа пӗрле пулнисем вӑрах ҫапӑҫнипе ывӑнса ҫитсессӗн, Иуда хӑйсене пулӑшмашкӑн Ҫӳлхуҫана чӗннӗ, ҫапӑҫура пуҫласа ертсе пыраканӗ Вӑл пултӑр тенӗ. 37Ашшӗсен чӗлхипелен янӑравлӑ сасӑпа юрӑ пуҫланӑ та вӑл кӑшкӑрса янӑ, вара кӗтмен ҫӗртен Горгий ҫыннисем ҫине вирхӗнсе вӗсене хӑваласа янӑ.
38Унтан Иуда, хӑйӗн ҫарне ертсе, Одоллам хулине кайнӑ, ҫиччӗмӗш кун ҫитнӗ пирки вӗсем, йӑла тӑрӑх, тасалнӑ та шӑматкуна уявланӑ. 39Тепӗр кунхине Иуда ҫыннисем, тивӗҫ хушнипе, пуҫ хунисен ӳтне пуҫтарма, вӗсене хурӑнташӗсемпе юнашар ашшӗсен тупӑклӑхне пытарма кайнӑ. 40Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ. 41Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ. 43Арҫынсен шутне кура икӗ пин драхма таран кӗмӗл пухса, вӑл ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн Иерусалима ӑсатнӑ, ҫапла вӑл, чӗрӗлӗх пирки шухӑшласа, питӗ лайӑх та сӑваплӑ ӗҫ тунӑ; 44ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунисем чӗрӗлсе тӑрасса шанман пулсассӑн, вилнисемшӗн кӗлтуни ытлашши те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ. 45Анчах вӑл сӑваплӑн вилекенсем валли чаплӑ тивлет хатӗрлесе хунӑ тесе шухӑшланӑ, — мӗн тери таса та сӑваплӑ шухӑш! — ҫавӑнпа ӗнтӗ вилнисемшӗн ҫырлахтаракан парне кӳнӗ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ каҫарӑнтӑр тенӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: