Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 11
11
1Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ. 4Турӑ хӑвачӗ ҫинчен вӑл нимӗн чухлӗ те шухӑшламан, вуншар пинлӗ ҫуран ҫара, пин-пин утлӑ ҫара, сакӑрвунӑ сӑлана шаннӑ. 5Иудея ҫӗрне ҫитсе Иерусалимран пилӗк стадири Вефсура теекен тӗреклӗлетнӗ вырӑн патне ҫывӑхарнӑ та ӑна ҫавӑрса илнӗ. 6Маккавейпа унӑн ҫыннисем, хӑйсен керемӗсене ҫавӑрса илнине пӗлсессӗн, халӑхпа пӗрле куҫҫулӗпе йӗрсе Ҫӳлхуҫана Израиле ҫӑлмашкӑн ырӑ Ангел ярса пама тархасланӑ. 7Маккавей вара, чи малтан хӑй кӑрал тытса, ыттисене хӑрушлӑха пӑхмасӑр хӑйпе пӗрле кайса тӑванӗсене пулӑшма ӳкӗтленӗ; лешӗсем ҫийӗнчех унпа пӗрле ҫула тухнӑ. 8Иерусалим патне ҫывӑхарсассӑнах, вӗсене ертсе пыраканӗ — шурӑ тумлӑ юланутҫӑ, ылтӑн кӑралӗпе хӑмсараканскер — курӑнса кайнӑ. 9Маккавей ҫыннисем пурте пӗрле ырӑ кӑмӑллӑ Турра тав тунӑ, чун-чӗрипелен ҫынсене анчах мар, хӑрушӑ тискер кайӑксене те, тимӗр хӳмесене те ҫапса салатмаллах хастарланса ҫирӗпленнӗ. 10Вӗсем, йӗркеленсе тӑрса, малалла кайнӑ, вӗсем майлӑ ҫапӑҫма тӳперен килнӗскерӗ вӗсемпе пӗрле пынӑ, Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ ҫитнӗ. 11Тӑшман ҫине вӗсем арӑслан пек сиксе ӳкнӗ те вӗсенӗн вунпӗр пин ҫуран ҫыннине, пин те ултҫӗр юланутҫине пӗтерсе пӑрахнӑ, ыттисене пурне те хӑваласа янӑ. 12Аманнисенчен чылайӑшӗ ҫарамасланса тара-тара хӑтӑлнӑ, Лисий те намӑсла тарса хӑтӑлнӑ. 13Вӑл тавҫӑрусӑр ҫын пулман, мӗншӗн ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫнине хӑй тӗллӗн тишкерсе хакланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: еврейсене ҫӗнтерме ҫук, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Пурне те Пултаракан Турӑ пулӑшса пырать; ҫавӑнпа вӗсем патне ҫын янӑ, 14вӑл саккунлӑ ыйтусене йӑлтах тивӗҫтерсе тӑма пулнӑ, патшана та вӗсенӗн тусӗ пулма ӳкӗте кӗртессе шантарнӑ. 15Маккавей, усси пултӑр тесе, Лисий сӗннипе йӑлтах килӗшнӗ, мӗншӗн тесессӗн Лисий ҫырӑвне, иудейсем пирки ҫырнӑ ҫырӑва, илнӗ хыҫҫӑн Маккавей ӑна мӗн сӗннине патша пӗтӗмпех ырланӑ. 16Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун». 22Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура. 27Халӑх патне янӑ ҫырӑвӗнче вара патша ҫапла каланӑ: «Антиох патша иудейсен аслӑ ҫыннисене тата ытти иудейсене савӑнӑҫ сунать. 28Эхер те эсир сывлӑхлӑ тӑратӑр пулсассӑн, эпир сире ҫавнах сунатпӑр — эпир те сывлӑхлах пурӑнатпӑр. 29Эсир пирӗн патӑмӑрти ҫыннӑрсем патне килме шутлани ҫинчен Менелай пире пӗлтерчӗ. 30Ҫапла вара ксанфик уйӑхӗн вӑтӑрмӗш кунӗччен килекенсене сылтӑм аллӑм хӑрушсӑрлӑх шантарма хатӗр: 31иудейсем, унчченхи пекех, хӑйсен апат-ҫимӗҫне ҫиме, хӑйсен саккунӗсене уяса тӑма пултараҫҫӗ, малтанхи пӑтрашушӑн вӗсене нихӑшне те нимӗнле майпа та канӑҫсӑрлантармӗҫ. 32Сире лӑплантарма эпӗ сирӗн пата Менелая ятӑм. 33Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ». 34Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: