YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 10

10
1Маккавей вара хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле, Ҫӳлхуҫа ертсе пынипе, каллех Турӑ Ҫурчӗпе хулана йышӑннӑ, 2ют халӑх ҫыннисем уҫӑ вырӑна туса лартнӑ чӳк парни вырӑнӗсемпе йӗрӗх ҫурчӗсене аркатса тӑкнӑ. 3Турӑ Ҫуртне тасатса, вӗсем урӑх парне вырӑнӗ туса лартнӑ; чул хӗртсе вут чӗртсессӗн, икӗ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн парне кӳнӗ, тӗтӗркӗчпе ҫутаткӑҫсем тунӑ, парне ҫӑкӑрӗсем хунӑ. 4Ҫакна пурне те йӗркелесе ҫитерсессӗн, вӗсем, ӳлӗмрен кунашкал инкеке лекмелле ан пултӑрччӗ тесе, Ҫӳлхуҫана ҫӗре ӳксе тархасланӑ; эхер те ҫылӑха кӗрес пулсассӑн та, Вӑл пире Турра хурлакан суя тӗнлӗ халӑхсен хаяр аллине памасӑр хӗрхенсе хаса патӑрччӗ, тенӗ. 5Турӑ Ҫуртне ӗнтӗ шӑпах ӑна ют халӑх ҫыннисем ирсӗрлесе хӑварнӑ кун, ҫав хаслев уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче, тасатнӑ. 6Вара вӗсем, хӳшӗ уявӗнчи евӗрлӗ, сакӑр кун савӑннӑ, ҫак вӑхӑтчен кӑшт маларах кӑна-ха хӑйсем, тискер кайӑксем пек, хӳшӗ уявне ту хушӑкӗпе ҫӗр хӑвӑлӗнче ирттернине аса илнӗ. 7Ҫавӑнпа вӗсем, хӑва курӑкӗпе яваланӑ туясем, чечек ҫурнӑ туратсемпе пальма турачӗсем тытса, Хӑйӗн вырӑнне тасатма Пулӑшакана аслӑласа мухтав юррисем юрланӑ. 8Вара калаҫса татӑлса, пурте пӗрле йышӑнса, пӗтӗм Иудея халӑхӗн ҫак кунсене ҫулсеренех уявламалла тесе палӑртса хунӑ. 9Ӗнтӗ Епифан тенӗ Антиох вилӗмӗ ҫапла пулнӑ.
10Вӑрҫӑ инкекӗсем ҫинчен каланипе ҫырлахса, халӗ ҫав усал ҫыннӑн ывӑлӗ Антиох Евпатор вӑхӑтӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине ҫырса кӑтартӑпӑр. 11Патшалӑха йышӑнсассӑн, ӑна тытса тӑрас ӗҫе вӑл Келе-Сири ҫӗрӗпе Финикия ҫӗрӗн тӗп ҫарпуҫне Лисие шанса панӑ. 12Макрон теекен Птоломей, иудейсен тӗлӗшӗпе нумай тӗрӗсмарлӑх пулнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе йӗркеллӗ пулни лайӑхрах тесе шухӑшлаканскер, мӗнпур ӗҫе вӗсемпе килӗшӳллӗ вӗҫлеме тӑрӑшнӑ. 13Ҫавӑнпа та патшан юратнӑ ҫыннисем Евпатор умӗнче ун ҫинчен элеклесе тултарнӑ. Птоломей вара — Филометор шанса панӑ Кипра пӑрахса хӑварса Антиох Епифан патне куҫнӑшӑн хӑйне пур енчен те сутӑнчӑк тенине илтсе, ӗнтӗ хӑйне хисеплеттерейми пулнӑран хуйхӑрса — наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ, хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫапла вӗҫленӗ.
14Горгий ӗнтӗ ҫав вырӑнсенче ҫарпуҫ пулса тӑнӑ та, тара кӗрӗшнӗ ҫар тытса, пӗр вӗҫӗмсӗр иудейсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. 15Горгий пекех, тӗреклӗлетнӗ меллӗ вырӑнсем тытса тӑракан идумейсем те иудейсене канӑҫ паман, Иерусалимран хӑваласа янӑ ҫынсене хӑйсем патне йышӑнса вӑрҫӑ хускатсах тӑнӑ. 16Маккавейпа пӗрле пулнисем, кӗлтуса, Турра хӑйсене вӑрҫӑра пулӑшса пыма ыйтса, идумейсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсем ҫинелле ӑнтӑлнӑ. 17Вирлӗн тапӑнса, вӗсем ҫак вырӑнсене ярса илнӗ, хӳме ҫинче ҫапӑҫакансене пурне те тавӑрнӑ, тӗл пулакансене пурне те вӗлернӗ, ҫирӗм пин ҫынран кая мар тӗп тунӑ. 18Тӑхӑр пинрен кая мар ҫын вара лайӑх тӗреклӗлетнӗ, ҫавӑрса илекенсене хирӗҫ ҫапӑҫма мӗн кирлине йӑлтах хатӗрлесе хунӑ икӗ пашнене тарса пытаннӑ. 19Симона, Иосифа тата Закхее ҫавсене ҫавӑрса илме самаях пысӑк йышпа хӑварса, Маккавей хӑй кирлӗрех вырӑна тухса кайнӑ. 20Симонпа пӗрле пулнисем, кӗмӗле юратса, пашнене пытаннисенчен хӑшне-пӗрне укҫан сутӑннӑ; ҫитмӗл пин драхма илсе, хӑшӗсене тухса тарма май панӑ. 21Ҫакӑн ҫинчен Маккавее пӗлтерсессӗн, вӑл, халӑх ҫулпуҫӗсене пуҫтарса, вӗсене кӗмӗлшӗн хӑйсенӗн тӑванӗсене сутнӑшӑн, тӑшмансене кӑларса янӑшӑн ятланӑ. 22Вӑл ҫак ҫынсене, сутӑнчӑка тухнӑскерсене, вӗлерттернӗ те ҫавӑнтах икӗ пашнене ярса илнӗ. 23Аллинчи кӑралӗ унӑн яланах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, вӑл ҫак тӗреклӗлетнӗ икӗ вырӑнта ҫирӗм пин ҫын ытла пӗтернӗ.
24Маларах иудейсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Тимофей ӗнтӗ ют ҫӗршыв ҫыннисенчен шутсӑр йышлӑ ҫар пухнӑ, Азири юланутҫӑсене те сахал мар пуҫтарнӑ, вара Иудейӑна ҫитнӗ — ӑна ярса илесшӗн пулнӑ. 25Вӑл ҫывӑхарса пынӑ чухне Маккавейпа пӗрле пулнисем, пуҫӗ ҫине тусан сапса, пилӗкне хуйхӑ тумтирӗ ҫыхса, Турра кӗлтума пуҫланӑ. 26Парне вырӑнӗ умне ӳксе, вӗсем Ӑна хӑйсене хӗрхенме, саккунра каланӑ пек, хӑйсен тӑшманӗн тӑшманӗ, хӑйсене хирӗҫ тӑракансен хирӗҫ тӑраканӗ пулма тархасланӑ. 27Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсем кӑрал илсе хуларан аякка тухса кайнӑ; тӑшман патнелле ҫывӑхарсассӑн вара чарӑнса тӑнӑ. 28Хӗвел тухсассӑн кусем те, лешӗсем те ҫапӑҫӑва кӗнӗ — пӗрисем, темле паттӑр пулсан та, хӑйсене Турӑ ӑнӑҫупа ҫӗнтерӳ парасса шанса ҫапӑҫнӑ, тепӗрисене ҫапӑҫура хӑйсен хаяр ҫилли ертсе пынӑ. 29Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ. 31Ҫирӗм пин те пилӗкҫӗр ҫуран ҫынпа ултҫӗр юланутҫӑна тӗп тунӑ. 32Тимофей хӑй Херей пуҫлӑх тытса тӑракан ҫав тери ҫирӗп тӗреклӗлетнӗ Газара теекен кереме тарса ӳкнӗ. 33Маккавей ҫыннисем ҫак кереме тӑватӑ кун хушши хавхаланса хупӑрласа тӑнӑ. 34Кереме пытаннисем вара, ҫак вырӑна ҫӗмӗрсе кӗреймеҫҫӗ тесе шанса тӑракансем, тем тӗрлӗ те хӑртнӑ, киревсӗр сӑмахсем каласа кӑшкӑрашнӑ. 35Пиллӗкӗмӗш кунхине, тул ҫутӑлсан, Маккавей ҫыннисем ҫирӗм ҫамрӑк, ҫавнашкал усал сӑмах илтсе тарӑхса ҫитнӗскерсем, хӳме ҫине хӑюллӑн улӑхса кайнӑ та тӗл пулакана-пӗрне тискер кайӑкла хаяррӑн вӗлере-вӗлере пӑрахнӑ. 36Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ. 37Шӑтӑкра пытанса ларнӑ Тимофее вӗлернӗ, ҫавӑн пекех унӑн тӑванне Херее те, Аполлофана та вӗлернӗ. 38Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, Ҫӳлхуҫана — Израиле нумай ырӑлӑх кӳнӗ, хӑйсене ҫӗнтерӳ парнеленӗ Ҫӳлхуҫана — юрӑ юрласа, мухтавласа тав тунӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in