YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1

1
1Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — Турӑ суйласа илнӗ хисеплӗ арӑмпа унӑн ачисене: эпӗ сире чӑннипе юрататӑп, сире пӗр эпӗ ҫеҫ юратмастӑп, чӑнлӑха пӗлсе ҫитнисем те пурте юратаҫҫӗ, 2хамӑрта тӑракан, малашне те ӗмӗрех хамӑрпа пулас чӑнлӑхшӑн юратаҫҫӗ. 3Чӑнлӑхпа, юратупа тӑмашкӑн сире Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан, Атте Турӑ Ывӑлӗнчен, тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
4Санӑн ачусем хушшинче Аттемӗртен илнӗ ӳкӗте уяса, чӑнлӑха тытса пурӑнаканнисем пуррине пӗлсессӗн, эпӗ питӗ савӑнтӑм. 5Эй хисеплӗ арӑм, халӗ сана тархаслатӑп, эпӗ ҫырни — ҫӗнӗ ӳкӗт мар вӑл, пире ӑна чӑн малтанах панӑ: пӗр-пӗрне юратса тӑрар. 6Юратни вӑл — Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнни. Ку ӳкӗте сире ун тӑрӑх пурӑнмашкӑн малтанах каласа панӑ; 7тӗнчере илӗртсе улталакансем нумайланчӗҫ, вӗсем ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ: ун пек ҫын вӑл — илӗртсе улталакан, антихрист. 8Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, эпир хамӑр тӑрӑшса ӗҫленине ҫухатар мар, пысӑк сӑвап илмелле пулар. 9Христос вӗрентӗвӗнчен лайӑхраххине шыракан ҫыннӑн, Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Турӑ ҫук; Христос вӗрентнӗ пек пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур. 10Хӑвӑр пата ҫакӑнтан урӑхла вӗрентме пыракана килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах ан калӑр: 11ӑна ӑшӑ сӑмах калакан унӑн усал ӗҫне хутшӑнать.
12Манӑн сире ҫырса ямалли нумай та, анчах хут ҫине хурапа ҫырса ярассӑм килмест; сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе, эпӗ хам сирӗн пата пырса куҫа-куҫӑн калаҫасса ӗмӗтленсе тӑратӑп. 13Турӑ суйласа илнӗ йӑмӑкун ачисем сана салам яраҫҫӗ. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Video for Иоанӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1