YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 5

5
1Иисуса Христос тесе ӗненекен кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Ҫуратаканнине юратакан Унран Ҫуралнине те юратать. 2Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр: 3Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар, 4мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл. 5Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненекенсӗр пуҫне тӗнчене урӑх кам ҫӗнтертӗр тата? 6Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл. 7[Тӳпере виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм.]#5:7 Тӑваткал скобкӑра кӑтартнӑ сӑмахсем авалхи алҫырусенче ҫук, вӗсене каярах хушнӑ. 8Ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: сывлӑш, шыв тата юн; вӗсем те виҫҫӗшӗ пӗр япала ҫинчен кӳнтелеҫҫӗ. 9Эпир этем кӳнтеленине йышӑнатпӑр пулсассӑн, Турӑ кӳнтеленине тата ытларах ӗненетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ку — Турӑ кӳнтелени, Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтелени. 10Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн кӳнтелекенни хӑй ӑшӗнчех; Турра ӗненмен ҫын Ӑна ултавҫӑ пек курать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑ Хӑй Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтеленине ӗненмест. 11Акӑ мӗн ҫинчен кӳнтеленӗ: Турӑ пире ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх панӑ, ҫав чӗрӗлӗх — Унӑн Ывӑлӗнче. 12Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхлӗ ҫыннӑн чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗпе пӗрлӗхсӗр ҫыннӑн чӗрӗлӗх ҫук.
13Ҫакна эпӗ сирӗн пата, Турӑ Ывӑлӗн ятне ӗненекенскерсем патне, ҫырса ярса Турӑ Ывӑлне ӗненни урлӑ сирӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пуррине пӗлтерес терӗм. 14Унӑн умӗнче пирӗн акӑ мӗнле хӑюлӑхӑмӑр пур: Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет; 15эпир кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл пире илтнине пӗлетпӗр пулсассӑн, Унран хамӑр мӗн ыйтнине илессине те пӗлсе тӑратпӑр. 16Кам хӑйӗн тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑх тунине курать, вӑл уншӑн Турра кӗлтутӑр, вилӗм кӳмен ҫылӑх тӑвакан ҫынна Турӑ вара чӗрӗлӗх парӗ. Вилӗм кӳрекен ҫылӑх та пур: эпӗ ӑна ҫав ҫылӑхшӑн кӗлтутӑр тесе каламастӑп. 17Кирек мӗнле тӳрӗмарлӑх та — ҫылӑх, анчах тата вилӗм кӳмен ҫылӑх пур.
18Турӑран ҫурални никам та ҫылӑха кӗменнине эпир пӗлетпӗр; Турӑран ҫурални хӑйне хӑй сыхлать, ун ҫумне усал ҫыпӑҫаймасть. 19Хамӑр Турӑран иккенне, пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр. 20Тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, Чӑннине пӗлччӗр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс та пачӗ. Эпир — Чӑннипе, Унӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрле. Вӑл — чӑн Турӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ.
21Эй ачамсем! йӗрӗхсенчен сыхланӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in