YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 3

3
1Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем. Турра пӗлменрен тӗнче пире те пӗлмест.
2Эй савнӑ тӑванӑмсем! эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем; анчах пире мӗн пуласси паллӑ мар-ха. Пӗр ҫакна анчах пӗлетпӗр: ҫавӑ паллӑ пулсассӑн, Христос евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл мӗнле, Ӑна ҫапла курӑпӑр. 3Ӑна шанса тӑракан кирек кам та, Вӑл таса пулнипе, хӑйне хӑй тасатать. 4Ҫылӑха кӗрекен кирек кам та йӗркесӗр ӗҫ тӑвать; ҫылӑх вӑл — йӗркесӗр ӗҫ. 5Христос пирӗн ҫылӑхсене Хӑй ҫине илме килнине, Унӑн ҫылӑх ҫуккине эсир пӗлетӗр. 6Унпа пӗрле пулсассӑн никам та ҫылӑха кӗмест; Ӑна курманни, Ӑна пӗлменни кирек кам та ҫылӑха кӗрет.
7Эй ачамсем! сире никам та илӗртсе ан улталайтӑр. Турӑ тӳрӗ, тӳрӗ ӗҫ туса тӑракан Ун пекех тӳрӗ. 8Ҫылӑха кӗрекен ҫын — шуйттанран, мӗншӗн тесессӗн малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне аркатма килнӗ те. 9Турӑран ҫуралнӑ ҫын нихӑшӗ те ҫылӑх тумасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӑшӗнче — Турӑ вӑрлӑхӗ. Турӑран ҫуралнипе вӑл ҫылӑха кӗмест. 10Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: || тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах. 11Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать, 12Каин пек пулма хушмасть: вӑл — шуйттанран, вӑл хӑй тӑванне вӗлернӗ. Мӗншӗн вӗлернӗ ӑна? Мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ӗҫӗсем усал пулнӑ, тӑванӗн ӗҫӗсем тӗрӗс пулнӑ. 13Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр. 14Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать. 15Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен; ҫынвӗлеренӗн нихӑшӗн те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ ҫук, ун ӑшӗнче ҫук вӑл — ҫакна эсир пӗлетӗр. 16Юрату мӗн иккенне эпир Христос пирӗншӗн Хӑй чунне панинчен пӗлтӗмӗр: пирӗн те ӗнтӗ тӑванӑмӑрсемшӗн чунӑмӑра парас пулать. 17Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?
18Эй ачамсем! сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар. 19Вара ҫавӑнтан хамӑр чӑнлӑхран иккенне пӗлӗпӗр, Турӑ умӗнче чӗрене пусарӑпӑр; 20пире хамӑр чӗрех айӑплать пулсассӑн, Турӑ тата ытларах айӑплӗ: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать. 21Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр, 22Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр. 23Унӑн ӳкӗчӗ ҫакӑ: Хӑй хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла. 24Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑракан Турӑпа пӗрле пулать, Турӑ та унпа пӗрле пулать. Вӑл пирӗн ӑшӑмӑрта тӑнине эпир Вӑл хамӑра панӑ Сывлӑш урлӑ пӗлетпӗр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in