1
Рим ҫыннисене 1:16
БИБЛИ
CHB
Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.
Compare
Explore Рим ҫыннисене 1:16
2
Рим ҫыннисене 1:17
Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тенӗ.
Explore Рим ҫыннисене 1:17
3
Рим ҫыннисене 1:20
Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук.
Explore Рим ҫыннисене 1:20
4
Рим ҫыннисене 1:21
Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ
Explore Рим ҫыннисене 1:21
5
Рим ҫыннисене 1:25
вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Explore Рим ҫыннисене 1:25
6
Рим ҫыннисене 1:18
Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет
Explore Рим ҫыннисене 1:18
7
Рим ҫыннисене 1:26-28
Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене намӑссӑрланса асма ирӗк пачӗ: вӗсенӗн хӗрарӑмӗсем йӗркеллӗ арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас вырӑнне ирсӗрле хӑтланаҫҫӗ; ҫавӑн пекех арҫыннисем те хӗрарӑмпа пурӑнас йӗркене пӑрахса пӗр-пӗринпе асасшӑн ҫунаҫҫӗ, арҫынпа арҫын йӗрӗнчӗкле аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ; ҫапла аташнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тавӑру хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ
Explore Рим ҫыннисене 1:26-28
8
Рим ҫыннисене 1:22-23
хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ
Explore Рим ҫыннисене 1:22-23