1
Пултарни 22:14
БИБЛИ
CHB
Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ.
Compare
Explore Пултарни 22:14
2
Пултарни 22:2
Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мориа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.
Explore Пултарни 22:2
3
Пултарни 22:12
Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗлетӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ.
Explore Пултарни 22:12
4
Пултарни 22:8
Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле малалла кайнӑ.
Explore Пултарни 22:8
5
Пултарни 22:17-18
Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ.
Explore Пултарни 22:17-18
6
Пултарни 22:1
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ.
Explore Пултарни 22:1
7
Пултарни 22:11
Анчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе каланӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ.
Explore Пултарни 22:11
8
Пултарни 22:15-16
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен иккӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн
Explore Пултарни 22:15-16
9
Пултарни 22:9
Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫитнӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ тунӑ, вуттине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ.
Explore Пултарни 22:9
Home
Bible
Plans
Videos