Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр. Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗрлӗх халал пулӗ.